Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вунă çул хушшинче Тутарстанра нумай ачаллă çемьесен шучӗ икӗ хута яхăн ӳснӗ

Çакăн çинчен ТР Ӗçпе ӗçлӗх министрӗ Эльмира Зарипова пӗлтернӗ. Енчен те 2012 çулта республикăра 24,8 пин нумай ачаллă çемье пулнă пулсан, 2021 çулта вӗсен шучӗ 40,5 пин çемьене çитнӗ.

Зарипова палăртнă тăрăх, иккӗмӗш ачасем çуралнин пайӗ 38% шайӗнче тытăнса тăрать, анчах та виççӗмӗш тата тваттă-пиллӗкмӗш ачасем çурални кашни çул икӗ процента ӳссе пырать.  

Ӗç министерствин ертӳçи палăртнă тăрăх, 2020 çултан пуçласа Тутарстанра сахал тупăшлă нумай ачаллă çемьесене финанс тӗревӗ пама çулсерен 500 миллион тенкӗ уйăраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев