Сувар

Новости за 8 ноября 2016

  • 8 ноября 2016 - 11:09
    Ыркăмăллăх акцийӗ
    Нурлатра, Аксура, Çарăмсан районӗнче концерт­сем йӗркелесе «Хусан чă­вашӗсем» ушкăн кура­кан­­сене хăйӗн юбилейлă альбомӗнчи çӗнӗ юрăсемпе паллаштарчӗ. Районсенче пурăнакан йăхташсене пысăк профессионалсен шайӗнче хатӗрленӗ программăна кăтартнисӗр пуçне Алексей Наумов ертсе пыракан ушкăнăн проекчӗн социаллă пӗлтерӗшне те палăртмалла. Тӗслӗхрен, Нур­латри концертран пу­хăн­нă укçине ушкăн Якуркел ялӗнчи чиркӗве тунă çӗре пачӗ. Çак ыркăмăллăх...
    707
    0
    0
  • 8 ноября 2016 - 11:00
    Çулталăк вӗçлениччен ветерансене çуртпа тивӗçтермелле
    Самарта çулталăк вӗçлениччен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин мӗнпур ветеранӗсене çуртпа тивӗçтермелле, пӗлтерет хула округӗн администраци сайчӗ. Паянхи кун хулара çак ыйтупа черетре 15 ветеран тăрать, вӗсенчен иккӗшӗ вăрçăра пулнисем. Опека, попечительство тата социаллă пулăшу департаменчӗн ертӳçи С.Найденова пӗлтернӗ тăрăх, кăçал ветерансем валли çурт туянма 39 миллион ытла укçа куçарнă. Социаллă...
    697
    0
    0
  • 8 ноября 2016 - 10:49
    Классиксен пурнăçне тӗпчет
    е кăларас тесе тăрăшатăп. Анчах çакă чун туртăмӗн пӗр енӗ çеç. Пушă вăхăтăн ытларах пайне чăваш классикӗн, поэзи аслашшӗн Николай Полоруссов-Шеле­пин пурнăçӗпе пултарулăхне тӗпчесе ирттеретӗп. Архивсенче пулатăп, таврари ялсем тăрăх çӳресе мухтавлă ентешӗн тăванӗсене, пӗлӗшӗсене шыратăп, чи пахине пӗрчӗн-пӗрчӗн пуçтарса ун çинчен роман-хроника çырса кăларма хатӗрленетӗп, - тесе каласа панăччӗ...
    682
    0
    0
  • 8 ноября 2016 - 10:45
    Канăçсăр каç
    Вилме маннă ват супнă, тăхăр вун ултă çулти Хӗлип старик йывăç кравате чӗриклеттерсе тепӗр аякӗ çине çаврăнса выртрӗ те тӗлӗкре питӗ хăрушшăн кăш­кăрса илнӗ хыççăн шарт! сиксе вăранса кайрӗ. Тӗпелти чашăк-тирӗке кисретсе харлаттаракан Хветуç кинемее те вăратрӗ пулас тӗлсӗр-мӗнсӗр кăшкăрса выртакан упăшки. Вăл тăрса ларчӗ те тутлăн карăнчӗ. Карчăк шăм-шакӗ...
    698
    0
    0
  • 8 ноября 2016 - 10:32
    Агротехника форумӗ
    УЛЬЯНОВСК облаçӗнчи Октябрьский поселокра паян «Ульяновск облаçӗн агропромышленность комплексӗн модернизацийӗ» агротехника форумӗ иртет. Ăна йӗркелекенсем: облаçри Ял, вăрман хуçалăхӗсен тата çутçанталăк ресурсӗсен министерствипе «ТИМЕР» тулли мар яваплăхлă общество. Форум тӗллевӗ - регионти ял хуçалăх предприятийӗсен ертӳçисене рынокри çӗнӗ йышши ял хуçалăх техникипе, оборудованийӗсемпе тата вӗсене йӳнӗрех е кредитпа туянма май...
    679
    0
    0
  • 8 ноября 2016 - 07:53
    Эрнелӗх гороскоп 07.11-13.11
    СКОРПИОН 24.X - 22.XI Кăткăс вăхăт: туйăмсем улшăнсах тăраççӗ, вăй-хал наянлăх пусса илнипе черетленет. Йăрăрах пулма тăрăшмалла, нумай уçăлса çӳремелле - япăх çанта­лăк­ра та. Апат-çимӗçпе тирпейлӗрех пулăр, стрессенчен асăрханăр, пуç ыратни аптратма пултарӗ. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Усăллă çыхăнусем нумай ӗçсене ăнăçлăн вӗçлеме пулăшӗç. Çулçӳревсем ăнаççӗ. Тăвансемпе, хуняма-хуняçасемпе хирӗçӳсем сиксе...
    686
    0
    0
  • 8 ноября 2016 - 07:42
    Комедире выляс кăмăл пур
    Владимир Вдовиченков хăйне уйрăм сăнарлă актер, вăйлă характерлă çынсен ролӗсем ăна çăмăллăн парăнаççӗ. Паллă, культ шайне çӗкленнӗ «Бумер», «Бригада» киносенче вылянисӗр пуçне тарăн шухăшлă, историпе çыхăннă картинăсенче те ӳкерӗннӗ вăл, сăмахран, «Время собирать камни», «Салют-7» (тӗнче космонавтикин историне кӗнӗ Владимир Джанибековпа Виктор Савиных космонавтсем çинчен ӳкернӗ фильмра Вдовиченков Джанибеков рольне...
    681
    0
    0
Реклама