Сувар

Новости за 11 ноября 2016

  • 11 ноября 2016 - 07:29
    Паян ЧНКА конференцийӗ
    Тăван Çӗршыв вăл чӗре пекех, унсăр çын пурăнаймасть. Эпир, Тутарстан чăвашӗсем, çак çӗр çинче тарăн тымар янă. Несӗлсен йăлисене манмасăр паянхи куна çити хамăр авалхи чӗлхене илсе çитертӗмӗр. Тӗрлӗ халăхсен туслă çемйинче эпир тăван республика пуласлăхӗшӗн ӗçлетпӗр, культура аталанăвӗшӗн тăрăшатпăр. Шăпах тăванлăх пӗлтерӗшӗллӗ наципе культура мероприятийӗсенче тӗвӗленекен «килӗшӳ», «пӗрлӗх», «кăмăл-сипет»...
  • 11 ноября 2016 - 07:21
    Пӗлтӗрхипе танлаштарсан
    Тутарстанри Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствинче республикăри выльăх-чӗрлӗх отраслӗ юлашки 10 уйăхра мӗнлерех ӗçленине пăхса тухрӗç. Районсенчи ял хуçалăх управленийӗсен специалисчӗсем, племпредприятисен ертӳçисем хутшăннă канашлăва ял хуçалăх министрӗн выльăх-чӗрлӗх енӗпе ӗçлекен çумӗ Н.Хазипов ертсе пычӗ. Выльăх тытас ӗçре кăткăслăхсем нумай, çӗнӗлӗхсем те пурнăçа кӗрсе пыраççӗ. Отрасль вырăнта тăмасть. Ӗнесене апатлантарнă çӗрте...
  • 11 ноября 2016 - 07:13
    Ют çӗршыв кредичӗ илӗртӳлӗрех
    Ку çулхи сентябрь уйăхӗнче Татфондбанкпа «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательствăна пулăшассипе Раççей Банкӗ» АО (МСП-Банк) килӗшӳ çирӗплетнӗ тăрăх, Раççей регионӗсенчи пӗчӗк тата вăтам бизнеса пулăшу пама 2 миллиард тенкӗ уйăрнă. Кун пирки ноябрӗн 7-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире «Татфондбанк» ПАО правлени председателӗн çумӗ Рустам Хакимов пӗлтерчӗ. Тӗлпулăва МСП-Банкăн регионсемпе ӗçлекен департамент директорӗ...
  • 11 ноября 2016 - 07:07
    Хуçа пулсан ял пурăнать
    Ял хуçалăх тытăмне паян пат­шалăхри патшалăхпа тан­лаштарма пулать. Респуб­ли­кăри ака çӗрӗсемпе уй-хирсене пысăк компанисемпе холдингсем тах­çанах пайласа пӗтернӗ ӗнтӗ. Тутарстанра çӗршывӗпе илсен ял хуçалăх кăтартăвӗсем япăх маррине шута илсен çак пулăма лайăх тесе йышăнмалла. Тепӗр енчен, çитменлӗхсем те пур. Ялта пурăнакан çын çӗр хуçи мар. Ӗç çуккипе, ытларах арçынсем, ют...
  • 11 ноября 2016 - 07:02
    Чи лайăх хăна çурчӗ
    Тутарстан Республикин тараватлăх индустрийӗн ку çулти чи паллă пулăмӗ октябрь уйăхӗн вӗçӗнче иртсе кайрӗ пулин те ун çинчен асăнмасăр хăварма çук. Мӗншӗн тесен хăна çурчӗпе ресторан бизнесӗн аталанăвӗ республикăшăн пӗлтерӗшлӗ. Çак сферăсем Тутарстанăн пӗтӗмӗшле ӳсӗмӗн индикаторӗ пекех. Юлашки çулсенче Хусанта тӗнче шайӗнчи спорт тата ытти мероприятисем иртни те тараватлăх индустрийӗ...
  • 11 ноября 2016 - 06:59
    Маттур, Диана!
    Ноябрӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен республика библиотекинче регионсем хушшинчи «Чăваш кӗнеки. Çамрăк талантсем» конкурс çӗнтерӳçисене чысларӗç. Конкурс йӗркелӳçи - Чăваш кӗнеке издательстви. Кăçал вăл виçӗ номинаципе иртрӗ: «Чăваш кӗнеке издательствин кӗнеки çинчен çырнă чи лайăх калав», «Ача аллипе тунă чи лайăх кӗнеке», «Кӗнекери интереслӗ эпизод» темăпа ӳкернӗ чи лайăх ӳкерчӗк»....
  • 11 ноября 2016 - 06:56
    Тус-юлташсем, тăвансем!
    «Пирӗн кил - Тутарстан» респуб­ликăри этнокультура фестивалӗн гала-концертне кăçал Хусанти «Пирамидăра» ирттерчӗç. Сăнанă тăрăх, çакă пысăк пуçлăхсем килсе саламлассипе çыхăннă. Чăнах та çапла пулчӗ. Фестивале хутшăнакансене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗпе саламларӗ. Гала-концертра респуб­ликăри муниципаллă районсенчи суйлав турӗсенче çӗнтернӗ 40 пултарулăх ушкăнӗ хутшăнчӗ - пурӗ 600 ытла çын....
Реклама