Сувар

Новости за 9 января 2018

  • 9 января 2018 - 13:09
    Мӗн вăл – шурă шăна?
    (Юрий Адъютантов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Çӗнӗ çул тӗнчере чи ырă, кӗтнӗ уяв. Ватти те, вӗтти те тӳсӗмсӗррӗн кӗтеççӗ ăна, ыррине шанаççӗ. Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнчи «Ăшă çурт» приютра воспитани илекен ачасем П.Дементьев музейӗнче «Çӗнӗ çул серпантинӗ» ăс-хакăлпа вăйă программине хутшăнчӗç. Çӗнӗ çул уявӗн историйӗпе, йăли-йӗркипе паллашнă май, уяв тӗрлӗ çӗршывра мӗнпе...
    594
    0
    0
  • 9 января 2018 - 12:32
    Сунă сӗт тупăш кӳтӗр
    (Геннадий Карсаков. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раштав уявӗсем умӗн Çӗпрел район администрацийӗн пуçлăхӗ Александр Шадриков Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи нумай функциллӗ центрта предпринимательсемпе тата Çӗнӗ Йӗлмелпе Çӗнӗ Чукал ялӗсен активӗпе тӗл пулчӗ. Ертӳçӗ сăмахӗсем тăрăх, кун пек тӗлпулусем районти нумай ял хутлăхӗнче иртеççӗ халӗ. Çакă 2018 çула районта Кооператив çулталăкӗ тесе йышăннипе çыхăннă иккен....
    597
    0
    0
  • 9 января 2018 - 09:58
    «Тӗрӗсленӗ бизнес» усламçăсем валли
    ТР Экономика министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра предпринимательсем валли «Проверенный бизнес» интернет-журнал уçăлнă. Сайтра усламçăсене кирлӗ информаци: республикăн контрольпе надзор органӗсем çинчен, усăллă видеороликсем, предпринимательство представителӗсем тăтăшах пăсакан законсен тата вӗсене тӳрлетмелли мелсен справочникӗ врынçтарнă. Çаплах хыпарсен пайӗнче пӗлтерӳсем, çӗнӗ законсем тата тӗрӗслевсен тӗслӗхӗсем çинчен информаци вырнаçтарӗç. Кунсăр пуçне интернет-порталта...
    527
    0
    0
  • 9 января 2018 - 08:36
    И.Я. Яковлев юбилейӗ тӗлне
    Чăваш тӗнчи кăçал И.Яковлевăн 170 çуллăхне паллă тăвать. Юбилей тӗлне Г.Н. Плечов хăйӗн черетлӗ «Методологические основы исследований творчества И.Я. Яковлева» кӗнекине кăларчӗ. Авторăн наука ӗçӗ наукăпа культура ӗçченӗсем, преподавательсем тата И.Я. Яковлевăн пурнăçӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе кăсăкланакансем валли.
    597
    0
    0
  • 9 января 2018 - 07:58
    Ашшӗпе ывăлӗсем çунса вилнӗ
    Шел пулин те, Çӗнӗ çул уявӗсен канăвӗ республикăра трагедисӗр иртмерӗ. Январӗн 6-мӗшӗнче Мензеле районӗнчи Воровский совхозри пӗр çуртра тухнă пушарта 43-ри арçынпа унăн 2002 тата 2012 çулсенче çуралнă икӗ ывăлӗ çунса вилнӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, инкекӗн сăлтавӗ - электропралук юсавсăрлăхӗ е электроприбор хӗрсе кайни. Пушар тухнă вăхăтра ачасен амăшӗ...
    626
    0
    0
  • 9 января 2018 - 07:34
    Пирус тӗпне ан пăрах
    Раççей гражданӗсен ӳлӗмрен поездсемпе машина чӳречисенчен пирус тӗпне ывăтма юрамасть. Çакă пушара хирӗç режимӗн правилисене улшăнусем кӗртнипе çыхăннă. Ятарлă постановление нумай пулмасть РФ Правительство Председателӗ Дмитрий Медведев алă пуснă. Документа РФ Министрсен Кабинечӗн сайтне вырнаçтарнă. Документра сăмах автомобиль çулӗсем çывăхӗнчи чугун çул зонисемпе участокӗсене вут-кăвартан сыхласси çинчен. «Чугун çул составӗ...
    638
    0
    0
Реклама