Новости за 10 января 2018
-
10 января 2018 - 14:25Фаберже çăмартине курас тесенÇӗнӗ çул вăхăтӗнче ку хулара юр - сайра тӗл пулакан япала пулсан та Санкт-Петербурга хӗллехи каникулсен вăхăтӗнче питӗ нумай турист килет. Невски проспекчӗ кунӗн-çӗрӗн тулли çын. Пурте авалхи хула илемне курса ӗлкӗресшӗн. Паллах, çак кунсенче хула капăрлăхне сăнанипе кăна мар, вӗсем тӗрлӗрен музейсене кӗрсе курасшăн. Телее кунта вӗсем питӗ нумай....
-
10 января 2018 - 11:19Ку каччăсем Мускавра арăм шырарӗçЧăвашсем Мускава ӗçлеме кăна мар, арăм шырама та кая пуçларӗç иккен. Ӗнер пӗрремӗш каналпа иртнӗ «Давай поженимся» телекăларăма чăваш каччисем, 26 çулти йӗкӗрешсем хутшăннине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. «Каччӑсем хӑйсем пекех ялтан Мускава кайса пурнӑçри вырӑнне унта тупма ӑнтӑлакан йӗкӗреш пикесене (вӗсем 21 çулта, Мускаври ют çӗршыв компанийӗнче тӗрлӗ должноçра...
-
10 января 2018 - 10:14Ярăнма кайнă та...Ку пысăк инкек январӗн 9-мӗшӗнче Анат Кама районӗнчи «Алнаш» йӗлтӗр базинче пулнă. Кунта 28 çулти хӗрарăма мăйӗнчен тата пуçӗнчен 11 хутчен çӗçӗпе чиксе вӗлернӗ. Çак факт енӗпе халӗ уголовнăй ӗç пуçарнă, оперативлă шырав ӗçӗсем пыраççӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, ку хӗрарăм мăшăрӗпе тата пӗчӗк ывăлӗпе базăна йӗлтӗрпе ярăнма килнӗ. Кăнтăрла...
-
10 января 2018 - 07:45Тепӗр 20 яла асфальтлă çул кӗретТутарстанри çулсем ытти регионсеннисенчен самай уйрăлса тăраççӗ. Çак уйрăмлăх республика чикки урлă каçсанах сисӗнет. Телее, ялсене те халӗ асфальтлă çул сараççӗ. 2017 çулта Тутарстанри 27 яла (пурӗ 90 çухрăма яхăн) асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Сăмах май, çак ялсенче хальхи вăхăтра 5 пине яхăн çын пурăнать. Юлашки 7 çулта 400 яла асфальтлă...