Сувар

Новости за 24 апреля 2018

  • 24 апреля 2018 - 13:16
    Конкурса янă ӗç Шупашкара 4 çултан çитнӗ
    Шупашкарта «Эпӗ пӗчӗкçӗ чăваш - 2018» видеосăвăсен конкурсне пӗтӗмлетнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Унтах çӗнтерӳçӗсен списокне те вырнаçтарнă. Конкурсӗ чăнах та сумлă-ха, ачасене тăван литературăпа тата çывăхрах паллашма хистет. Конкурса ытти регионсенчен ачасем хутшăннă-и, çук-и - паллă мар. Мӗншӗн тесен çӗнтерӳçӗсен йышӗнче регионсенчи чăваш ачисен хушамачӗсем курăнмаççӗ. Пӗр хушаматсăр пуçне...
    736
    0
    0
  • 24 апреля 2018 - 10:42
    Июнӗн 1-мӗшӗнчен автобуссене Хусана кӗртмеççӗ
    Футболпа тӗнче чемпионатне пула июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 17-мӗшӗччен уйрăм категорири автобуссемсӗр пуçне ыттисене Хусана кӗртмеççӗ. Чемпионат вăхăтӗнче хăрушсăрлăх мерисене вăйлатнипе çыхăннă çакă. Кун çинчен РФ Президенчӗ В.Путин пӗлтӗр Конфедерацисен кубокӗ вăхăтӗнчех указ йышăннăччӗ. Унпа килӗшӳллӗн, автобуссене Хусан, Мускав, Чулхула, Дон-çи-Ростов, Самар, Санкт-Петербург, Сочи хулисен территорийӗсене автобуссене (уйрăм категоририсемсӗр пуçне)...
    641
    0
    0
  • 24 апреля 2018 - 10:19
    Концертсем, спектакльсем, куравсем, кино...
    Футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче футбол матчӗсемсӗр пуçне 90 культура мероприятийӗ иртет, пӗр сăмахпа Хусан хăнисемпе çыннисене пӗрре те кичем пулмасть. Культура программи чăнах та анлă: концертсем, спектакльсем, куравсем, кино... ТР Культура пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, искусствăн тӗрлӗ жанрӗпе, стилӗпе, юхăмӗсемпе усă курса Тутарстан, Раççей культурин шайне кăтартма тӗллев лартнă. Культура программине...
    575
    0
    0
  • 24 апреля 2018 - 08:33
    Çӗнӗ çул кăтартакан Яковлевсем кирлӗ
    (Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ).Чăваш шурсухалӗсен хуралӗн председателӗ Виталий Станьял Яковлевăн биографийӗнчи тавлашуллă самантсем çинчен сăмах хускатрӗ. «Патриарх кун-çулӗ пирки паян калаçма кирлӗ мар, чăвашсен пуласлăхӗ пирки вăл ун пек те, кун пек те каланă тесе тавлашнин усси çук. Яковлев биографине «Моя жизнь», ЖЗЛ кӗнекесенчен вуласа пӗлме пулать. Пӗр çирӗм çул...
    764
    0
    1
  • 24 апреля 2018 - 08:25
    Яковлев палăкӗ Мускавра халӗ те çук
    (Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай Яковлев пулман пулсан, хальхи чăваш литератури пулман пулӗччӗ тесе каларӗ: «Иванов çырнă «Нарспи» те кун çути курман пулӗччӗ. Хусанкай, Павлов, Максимов-Кошкинский пек çăлтăрсем пултарулăх тӳпинче ялкăшман пулӗччӗç. Анчах, Яковлев сăнарӗпе эпир мăнкăмăлланатпăр пулсан та, Мускавра И.Я.Яковлев палăкӗ çук-ха. Тутарсем ав Тукай...
    645
    0
    0
  • 24 апреля 2018 - 08:19
    Ачасене доска та тасаттармаççӗ халӗ
    (Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Ульяновскри наукăпа практика конференцийӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн наука тата инноваци ӗçӗн проректорӗ Татьяна Петрова тунă доклад уйрăмах шухăша ячӗ.Татьяна Николаевна, педагогика тата психологи кафедрин профессорӗ пулнă май, хальхи вӗрентӳ тытăмӗнчи улшăнусем ачасен ăс-тăнӗ çине еплерех витӗм кӳни çинчен каласа пачӗ. «Вăхăтӗнче Яковлевăн ачасене...
    632
    0
    0
  • 24 апреля 2018 - 08:16
    Чăвашсем Чӗмпӗрте сумра
    (Канстантин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнекун Ульяновскра И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă уяв иртрӗ. Ăна область кӗпӗрнаттăрӗн шайӗнче ирттерни вырăнти чăвашсене хисепе хунине пӗлтернисӗр пуçне тата регионти наци политики çӳллӗ шайра пулни çинчен те калать. 120 яхăн халăх пурăнать Чӗмпӗр тăрăхӗнче, кашнин представителӗ çак уявра пурччӗ. Кӗпӗрнаттăрсăр пуçне тӗлпулура...
    628
    0
    0
  • 24 апреля 2018 - 07:52
    Анат Камăра «Яковлев вулавӗсене» 120 ача хутшăнчӗ
    (Татьяна Леонтьева. Т.Носевич сăнӳкерчӗкӗсем). Чăваш букварӗн авторӗн Иван Яковлевич Яковлевăн 170 çулхи юбилейне Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернат чăваш, тутар, вырăс, ытти халăх ачисемпе пӗрле паллă турӗ. Апрелӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцине 13 районтан пурӗ 120 ача килчӗ. Мероприятие çаплах Анат Кама Ӗçтăвкомӗн обществăлла пӗрлешӳсемпе тата наци ыйтăвӗсемпе...
    723
    0
    0
Реклама