КĂШТАХ КУЛĂШ
Пӗррехинче, кӗрхи сӗм тӗттӗм каç, Чăнкă Мирун урампа килне таврăнать. Ун умӗнче çамрăк хӗр утса пырать. Хӗр каялла çаврăнса пăхать те уттине хăвăртлатать. Мирун та ăна курса хăвăртрах утма пуçлать. Сасартăк хӗр чупмах тытăнать. Мирун та унран юлмасть. Пике çухăрса ярать. Мирун та кăшкăрать... Арçын хăй те ăнланмасть – камран тарчӗç вӗсем, анчах та питӗ хăрушăччӗ!