News by date 30 March 2025
-
Чăваш хӗрӗ 2-мӗш вырăна тивӗçнӗ
Кӑрлач уйӑхӗнче Анат Камăри А.А.Шаповалов ячӗллӗ 31№ шкулта «Халӑх тумӗ» ятпа иртнӗ конференци-конкурса пирӗн гимназире 8-мӗш класра вӗренекен Аэлита Краснова та хутшӑнчӗ.
-
Шăнкăрчсем валли 20 йăва хатерленӗ
Аксу районӗнчи Емелькино шкулӗнче вӗренекенсен ырă йăла пур – вӗсем кашни çуркунне ӗç урокӗсенче шăнкăрч йăвисем туса хатӗрлеççӗ те вăрман ӗçченӗсене параççӗ. Вăрманçăсем вара хатӗр йăвасене вăрманта çакса тухаççӗ.
-
Йăлтах саспаллирен пуçланать
1-мӗш класра «Чи тӗлӗнмелле саспалли» проект конкурсӗ иртрӗ. Унӑн тӗллевӗ – вырӑс алфавитӗнчи саспаллисене пӗлнине çирӗплетесси, вырӑс чӗлхипе, литературипе интереслентересси, пултарулӑха аталантарасси.
-
Оксана Фёдорован фончӗ йӗркеленӗ фестиваль виçӗ кун классика музыкипе, унăн пултаруллă яш-кӗрӗмӗпе паллаштарчӗ
Мартăн 19 – 21-мӗшӗсенче Хусанта «Моя Россия: музыкальное путешествие» Пӗтӗм Раççейри фестиваль иртрӗ. Ăна РФ тава тивӗçлӗ артисткин, 2002 çулта «Мисс Вселенная» ята илнӗ Оксана Фёдорован фончӗ Президентăн культура пуçарăвӗсен фончӗ тӗрев панипе йӗркеленӗ. Фестиваль тӗллевӗ – нацин культура еткерне чапа кăларасси, классика музыкине суйласа илнӗ пултаруллă çамрăксене пулăшасси тата классика музыки çине таянса çӗршывăн регионӗсене пӗрлештересси.