News by category - Интервью, статьясем
-
«Ху Сан Кай ята мӗншӗн пӗрлештернӗ-ха?..»
(Марина Тумаланова). Атнер Хусанкайпа Гажидма Цыбенован юрату романӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен уявӗ умӗн пуçланнă. Ун чухне иккӗшӗ те Мускаври СССР Ăслăлăх академийӗн Тухăç пӗлӗвӗн институчӗн аспиранчӗсем пулнă. «Çав çамрăк кирек хăçан та вӗренни-тӗпчени питӗ тӗлӗнтеретчӗ мана. Тӗрӗссипе, пире иксӗмӗре те ташă каçӗ илӗртмен. Унта ăнсăртран тӗл пултăмăр унпа. Ыттисемпе пӗрле...
-
Чăвашла вӗрентмесен çыравçăсем кирлӗ пулӗç-и?
(Алена Селиванова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнекун, мартăн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Наци библиотекинче Чăваш Республикинчи профессилле çыравçăсен черетлӗ пухăвӗ иртрӗ. Наци литературин пайне 200 яхăн çын пуçтарăннăччӗ. Тӳресемпе куçа-куçăн Çивӗч ыйтусем нумай пухăннăран тӗлпулăва çырав ӗçне илсе пыракан икӗ тӳрене йыхăрнă писательсем. Вăхăтлăха кăларма чарăннă «Капкăн» тата «ЛИК (литература, искусство, культура)» журналсен...
-
Çăлтăрсем пăлахая переççӗ
(Шӗвӗрттӳк аппан тăван мар ывăлӗ).Пуш уйăхӗн 15-мӗш кунӗнче Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменӗнче Типшӗм Сашукăн 25-мӗш концерчӗ иртрӗ. Билетне туяннă чухне чаплă пулать пуль-ха терӗм. 25 - самай пысăк хисеп, çакă пысăк опыт пулнине çирӗплетет. Çавăнпа билетшăн 500 тенкӗ кăларса хума та шел пулмарӗ. ФАНАТ МАР Чăваш эстрадинчи лару-тăрăва пăхас...
-
Вăхăта парăнман ят
(Анатолий Малышев). Иртнӗ ӗмӗрсенче хăйне евӗр культура феноменӗ пулнă Юркка Иванӗ (Иван Николаевич Юркин, 1863 - 1943) çуралнăранпа мартăн 16-мӗшӗнче 155 çул çитрӗ. Тертлӗ пурнăç пурăнса пуçтарнă пӗлӳ-хăнăхăвӗсем, тăван фольклорта, илемлӗ литературăра, историре палăрнă ӗçӗ-хӗлӗ ăна кăвак хуппи пек чăнлăх патне илсе çитернӗ. Чăваш халăхӗ, аслашшӗсем вӗрентнӗ пек пурнăç йӗрки...
-
М.Пореченков: «Юратман роль çук»
(Ирина Трифонова). Иван Поддубный, наци хăрушсăрлăхӗн агенчӗ Алексей Николаев, «Улицы разбитых фонарей» сериалти Павел Олегович Царев, «9 рота» кинофильмри прапорщик Дыгало, Александр Куприн - кусем йăлтах Раççей тава тивӗçлӗ артисчӗн, кино тата театр актерӗн Михаил Пореченковăн халăх юратса йышăннă ролӗсем. Унсăр пуçне эпир ăна телеертӳçӗ пек те пӗлетпӗр, обществăлла ӗçе...
-
П.Корняков: «Вӗренме кая юлман-ха»
(Вера Александрова).Аслă çулти çынсенчен нумайăшӗ пенси çулне çитсе пынă май хăвăртрах тивӗçлӗ канăва тухма ӗмӗтленет пулсан, теприсем ку вăхăтра аслă шкула кăна вӗренме кӗреççӗ-ха. Шанмастăр-и? Эппин паллашар-ха ун пек çынпа: Петр Корняков, ак ӗнтӗ хӗрӗх çул ытла Шупашкарта пурăнать вăл. Çуралма вара Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хамăр...
-
В.БУШУЕВА: «Нуша мӗнне пӗлекенсем ытларах пулăшаççӗ»
(Ирина Трифонова). Этемлӗх йывăр саманара пурăнать, тӗнчере хаярлăх хуçаланать теме пăхатпăр эпир час-часах. Çапах та тӗнче ырри çинче тытăнса тăрать, урăхла пулнă-тăк, вăл тахçанах арканнă пулӗччӗ. Çакна нумай тӗслӗхпе çирӗплетме пулать. Чылайăшӗ çынна пулăшнине харпăр тивӗç пек йышăнать, ырă ӗçе темле пысăк паттăрлăх тесе те шутламасть. Тупсăмӗ ансат - вӗсем...
-
Вавилов: «Укçа уйăрманни вилӗм приговорне çырнипе тан»
(Ирина Трифонова). Анжела Вавилова ячӗллӗ фонд ертӳçипе, Хусанти хоспис директорӗпе Владимир Вавиловпа пӗрре мар тӗл пулса калаçнă. Унăн пӗтӗм пурнăçӗ йывăр чирлӗ çынсене пулăшу парассипе çыхăннă. Республикăри паллеативлă пулăшăва аталантарассишӗн вăл питӗ нумай ӗçлет. Нумай пулмасть Владимир Владимирович сайра тӗл пулакан чирсемпе аптракан ачасен ашшӗ-амăшӗсене çавра сӗтел ирттерме хоспис площадкине...