Сувар

Новости по рубрике - Çырчалли (Набережные Челны)

  • 30 января 2018 - 14:34
    Дакар- 2018. Çӗр вăл кунта та çаврака...
    (Вера Александрова). Тӗнче автоспортӗнчи пӗлтерӗшлӗ ралли-марафонсенчен пӗри «Дакар» январӗн 6-20-мӗшӗсенче Кăнтăр Америкăри Перу, Боливи тата Аргентина çӗршывӗсен территорийӗсенче иртрӗ. Унта пирӗн йăхташăмăр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин та 515-мӗш экипаж йышӗнче штурман пулса хутшăнчӗ. Вăл «КАМАЗ-мастер» командăра 2015 çултанпа. «Африка Эко Рейс - 2017» халăхсен хушшинчи ралли-марафона А.Каргинов экипажӗнче механик пулса...
    773
    0
    0
  • 18 января 2018 - 10:09
    Николаев е Виллагра?
    (Вера Александрова). Кăнтăр Америкăра иртекен «Дакар - 2018» ралли вӗçленсе пырать. Январӗн 20-мӗшӗнче Аргентинăри Кордоба хулинче финиш пулать. Хальлӗхе вара кăçал 40 çул тултаракан раллинче малти вырăнсем йышăнассишӗн хӗрсех ăмăрту пырать. Январӗн 16-мӗшӗнче 10-мӗш тапхăр пуçланнă çӗре Лимăра старт илнӗ 44 грузовикрен 30-шӗ кăна юлнă. Ку кăтартăва япăх теме çук,...
    757
    0
    0
  • 7 января 2018 - 10:19
    «Дакар-2018»: пӗрремӗш кун ăнăçлă иртнӗ
    (Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн). Ӗнер, январӗн 6-мӗшӗнче, Кăнтăр Америкăри Перура «Дакар-2018» ралли пуçланчӗ. Ăмăртăвăн пӗрремӗш кунӗ çапларах иртнӗ. Чăтма çук шăрăх пулнине пăхмасăр, раллие хутшăнакансене питӗ вăрăм тата хăрушлăхсемсӗр мар çула ăсатма нумай çын пухăннă. Раççей «КАМАЗӗсене» уйрăмах тăвăллăн алă çупса саламланă Кăнтăр Америка çыннисем. Машинăсене пӗрмай айккинелле тайăлтаракан...
    746
    0
    0
  • 24 декабря 2017 - 10:47
    Арăмпа сцена çинче (видео пур)
    Çырчаллинче (Набережные Челны) чăваш концерчӗсем уйăхсерен иртеççӗ. Ноябрь уйăхӗнче Шадриковсемпе Альбина Пăрчăкан, Полина Борисова концерт лартнăччӗ, декабрьте автохула чăвашӗсем Александр Васильевпа тӗлпулчӗç. Унпа пӗрле Алина Федорова, Катя Петрова тата Александр Арсентьев тухрӗç сцена çине. Çырчаллинчи концертсем «эпир юрлатпăр, эсир алă çупăр» форматпа çеç иртмеççӗ. Вӗсем хăйне майлă интереактивлă шоусем. Ак...
    763
    0
    0
  • 22 ноября 2017 - 08:20
    Сасăсем хӗтӗртнӗ...
    30 çулти хӗрарăм-преступника ӗненес пулсан, Çырчалли хулинче октябрӗн 29-мӗшӗнче пулнă хăрушă преступленин сăлтавӗ темле сасăсенче, шăпах вӗсем 53-ри тăван амăшне вӗлерме хушнă та имӗш. Çак тӗллевпе вăл çӗçӗ илнӗ те çывăракан инвалид-амăшне темиçе хутчен кăкăрӗнчен чикнӗ, унтан пӳлӗмрен тухнă. Анчах та кăшт вăхăт иртсенех хăй шухăшне пурнăçа кӗртнине тӗрӗслеме тесе...
    723
    0
    0
  • 13 ноября 2017 - 13:31
    «КАМАЗ-мастер» «Дакара» хутшăнма хатӗр
    (Вера Александрова. М.Фролов сăнӳкерчӗкӗ). «Дакар» ралли Перун тӗп хулинче Лимăра январӗн 6-мӗшӗнче кăна пуçланать-ха, пирӗн «КАМАЗсем» вара ӗнерех çула тухрӗç. Ӗнер, ноябрӗн 12-мӗшӗнче, «Тарловка» полигонра тест-драйв ирттернӗ хыççăн «КАМАЗ-мастер» командăн грузовикӗсене чаплăн ăсатрӗç. Мероприятирен тӳрех вӗсем Францири Гавр портне çул тытрӗç. Унта машинăсене пирвайхи тӗрӗслев урлă иртсен ноябрӗн 24-мӗшӗнче Европа...
    785
    0
    0
  • 2 октября 2017 - 10:51
    Алăка уçнă та пӳрнине çухатнă
    Ку инкек паян Çырчаллинче пулнă. « Шевроле Лачетти» машинăн 21-ти хуçи тăрук машинăн алăкне уçнă иккен. Чарăнсан кăна е пынă чухнех-ши, кăна « Татар-информ» ИА хыпарламасть. Çапла майпа водитель транспорт юхăмне самай чăрмав кӳнӗ-мӗн. Анчах та кун пекки ырăпа иртменни паллă, уçнă алăка та акă, юнашар пыракан « БМВ 5Х»...
    791
    0
    0
  • 28 июля 2017 - 11:12
    20-ри каччă чиркӳ стенисене мӗншӗн вараланă?
    Июлӗн 26-мӗшӗнче Çырчаллинче Çветтуй Вознесени чиркӗвӗн стенисене тата çăл çывăхӗнчи çуртсем çине курайманлăх çуратакан киревсӗр сăмахсем çырса пӗтернӗ. Çапла майпа сăтăрçăсем обществăна, тӗне ӗненекенсене хисеплеменнине кăтартнă пулмалла. Паллах, ку ача вăййи мар, чи малтан закона пăсни. Следовательсем темиçе статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă. Оперативлă шырав вара йӗркене пăсакансене çийӗнчех тытса чарнă....
    795
    0
    0
  • 28 июля 2017 - 08:07
    «КАМАЗ-мастерти» Дмитрий Никитин – чăваш!
    (Вера Александрова). Июлӗн 7-мӗшӗнче Мускавра тапраннă Халăхсен хушшинчи «Пурçăн çул-2017» ралли-рейд иртнӗ шăматкун Китайри Сиань хулинче вӗçленчӗ. Раççей - Казахстан - Китай маршрутпа йӗркеленӗскерӗн пӗтӗмӗшле тăршшӗ 9599 километрпа танлашрӗ. Икӗ эрне хушши: Раççейре - чарăнма пӗлмен çумăр айӗнче, Казахстанра - вӗçсӗр-хӗрсӗр çеçенхирсем тăрăх, Китайра - вӗреме кӗнӗ чухнехи пек пӗçерсе...
    928
    0
    0
  • 24 июля 2017 - 10:07
    Вӗршӗнсене пулăшу кирлӗ
    Çырчалли çывăхӗнчи Калмаш ялӗнче экскаваторсемпе айлăмсене якатма пуçланă, унта вара вӗршӗнсем йăва çавăрнă пулнă, тин пусса кăларнă чӗпписене ӳстернӗ. Шел пулин те, экскаваторщиксем вӗçен кайăксене пăхса тăмасăрах хăйсен ӗçне пуçăннă, нумайăшне таптаса вӗлернӗ, хăшӗсене тăпра айне тунă. Çапах тӗнче ырă çынсемсӗр мар, волонтерсем 20 вӗршӗн чӗппине тăпра ăшӗнчен чавса кăларса...
    781
    0
    0
  • 11 июля 2017 - 16:08
    Çурт тăррине ачасем мӗншӗн хăпарнă?
    Паян Çырчаллинчи Сидоровка поселокӗнче 9 хутлă çурт тăрринчен 13-ри ача ӳкнӗ, тесе пӗлтерет ТР Следстви комитечӗн пресс-служби. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, хӗр ача ытти çул çитмен ачасемпе пӗрле пӳрт тăррине хăпарса выляма тытăннă. Анчах мӗншӗн тăрук персе аннин сăлтавӗ паллă мар. Ачана васкаса больницăна илсе çитернӗ пулсан та, çăлса хăварайман,...
    858
    0
    0
  • 19 июня 2017 - 14:22
    Сикетӗп... чӳречерен
    Июнӗн 15-мӗшӗнче çӗрле Çырчалли хулин çӗнӗ пайӗнче 17 çулти хӗр виллине тупнă. Вăл çӳлтен ӳкни паллă. Пулса иртнин сăлтавӗсене вырăнти следовательсем тӗрӗслеççӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, вăл упăшкипе тата тин кăна çуралнă ачипе пӗрле çак хуларах пурăннă. Анчах та юлашки темиçе кун кӗвӗçӗве пула килӗнче час-часах харкашнă. Инкекчен пӗр кун...
    793
    0
    0
  • 25 мая 2017 - 13:05
    Çырчаллинче чăваш Уявне ирттернӗ
    Çырчаллинчи Çӗнтерӳ паркӗнче вăйă картисен (хороводсен) уявӗ иртнӗ. Саламлă сăмахпа çак уява вырăнти чăвашсен наципе культура центрӗн председателӗн çумӗ Федор Корнеев тухса калаçнă. Уява пуçласа яма «Чӗкеç» ансамбль пулăшнă. Килнӗ хăнасене вӗсем хитре ташăпа тата вăйă картипе илӗртнӗ. Унсăр пуçне, Чӗкеç ансамбль халăх юррисемпе, йăла вăййисемпе, тата тӗрлӗ ташăсемпе халăха...
    892
    0
    0
  • 15 мая 2017 - 12:44
    Пӗчӗк пуканесем
    Çак кунсенче Çырчаллинчи Халăхсен туслăх çуртӗнче («Родник») 6-мӗш хут чи чипер ачасен пултарулăх конкурсӗ «Национальная куколка» иртнӗ. Конкурсăн тӗллевӗ пултаруллă ачасене пулăшасси, республикăри халăхсен культурине упраса аталантарасси. Кăçал конкурса Çырчаллирен, Елабугаран, Менделеевскран, Анат Камăран пурӗ 13 хӗр перчи хутшăннă. Вӗсен шутӗнче чăваш, вырăс, тутар, мари, армян, азербайджан, украин, удмурт, пушкăрт...
    962
    0
    0
  • 5 мая 2017 - 11:25
    Çӳп-çап хушшинче каллех ача
    Апрелӗн 25-мӗшӗнче Çырчаллинчи Перинаталь центрӗ умӗнчи çӳп-çап контейнерӗсем хыçӗнче пӗр уйăхсенчи хӗр ачана тупнă. Следствирен курăннă тăрăх, иртен-çӳренсем йӗнӗ сасса илтсе пепкене асăрханă та больницăна илсе кайнă. Телее, ачан пурнăçӗ хăрушлăхра мар. Хальхи вăхăтра оперативлă шырав ӗçӗсем пыраççӗ.
    768
    0
    0
Реклама