Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Алăран килет-тӗк, бензопăчкăпа та шедевр пулать

Аксу районӗнчи чăваш каччи Андрей Бикмуллин Вологда облаçӗнчи Тотьма хулинче йывăç скульптурăсен IV фестивалӗнче бензопăчкăпа скульптура ăсталаса пӗрремӗш вырăна тухнă. Саламлатпăр!

Аксу районӗнчи чăваш каччи Андрей Бикмуллин çак кунсенче Вологда облаçӗнчи Тотьма хулинче иртнӗ «Чӗрӗлекен истори» йывăç скульптурăсен IV фестивалӗнчен çӗнтерӳпе таврăнчӗ. Ентешӗмӗр Сухона юханшывӗ хӗрринче пилӗк куна тăсăлнă конкурсра бензопăчкăпа тата шлифовка тăвакан хатӗрсемпе усă курса чăрăшран икӗ метр çӳллӗш тата пӗр метр сарлакăш скульптура ăсталаса пӗрремӗш вырăна тухнă. Саламлатпăр!Аллинчен килет çав чăваш каччин. Фестиваль-конкурсра Мускав, Владимир, Череповец, Раççейри ытти маçтăрсемпе ăмăртнă вăл.

Тотьма сăнне икӗ ал тупанӗ упраса тăнине, çӳлте хулан ăслă ертӳçине пӗлтерекен тăмана ларнине сăнланă скульптурине вăл «Тотьман историлле еткерӗ – упрамалла» тесе ят панă. Череповец университечӗн профессорӗ ертсе пыракан конкурс комиссине чăваш каччи Тотьма хулин историйӗ çине çӗнӗлле, хăйне евӗрлӗ пăхни килӗшнӗ те.

Андрей Бикмуллин чăнах та пултаруллă ӳнерçӗ, ал ăсти. Унăн ӗçӗсене (сăнӳкерчӗксенче) районта лайăх пӗлеççӗ. Обществăлла ӗçрен те юлмасть, хальхи вăхăтра ТР аграри çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн Аксу районӗнчи уйрăмӗнче тăрать. Аксу историйӗпе интересленет. Шăпах Аксу покровителӗ Феодосий Тотемский çинчен информаци шыранă май, йывăç скульпутрăсем касса кăларассипе фестиваль-конкурс пуласси çинчен ăнсăртран пӗлнине хыпарлать «Ял пурнăçӗ» хаçат.

«Ку конкурс Тотьмара çуллен иртет иккен. Унта Раççейри ал ăстисем хутшăнма пултараççӗ. Проектăн эскизӗсене ярса патăм. Кӗтмен-туман çӗртен йыхрав килчӗ. Йӗркелӳçӗсем манăн проекта: «Темăна хăйне евӗрлӗ курни»,–  тесе çырнăччӗ», – тет маçтăр фестивале хутшăнас шухăш мӗнле çурални пирки. Тӗнчере чăваш тăвайман ӗç, çӗнтереймен конкурс çук çав. Андрей  те акă, ку фестивале пуçласа пӗрремӗш хут кăна хутшăнсан та çӗнтерме пултарнă ав, маттур! (А.Бикмуллин архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России