Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чăвашсен Пӗтӗм Раççей Акатуйӗ хальинче Тутарстанра иртет

Пӗтӗм Раççей Акатуйне кăçал Тутарстанра июль уйăхӗнче ирттерме хатӗрленеççӗ. Çапла чăваш юррин республика Уявӗ Пӗтӗм Раççей Акатуйӗпе пӗрле иртнӗрен тата анлăрах пулӗ.

 Çак самантсенче Шупашкарти Туслăх Çуртӗнче ЧНК мăн канашӗ пырать. Кун йӗркинчи тӗп ыйту – ЧНК 2018 çулта тунă ӗçӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тата кăçалхи ӗç планӗ. Çавăн пекех регионсенчи чăвашсен ӗçӗсене пӗтӗмлетесси. Мăн Канаша Тутарстан делегацийӗ те хутшăнать. Çулталăк планӗ Конгресăн пысăк: Шупашкарăн 550 çуллăхӗ, Чăваш автономи республикин 100 çулӗ тата А. Николаев çуралнăранпа – 90, Çеçпӗл Мишши 120 çул çитет. Кунсăр пуçне «Çӗнӗ хум», «Тури тата анатри чăвашсен йăли-йӗркисем», «Чăваш ташшин илемӗ» тата ытти конкурссем. Тутарстана тӳрремӗнех пырса тивекен пысăк ӗç те пур планра. ЧНК президенчӗ Николай Федорович Угаслов каланă тăрăх, чăвашсен Пӗтӗм Раççей Акатуйне кăçал Тутарстанра июль уйăхӗнче ирттереççӗ. Çапла чăваш юррин республика Уявӗ Пӗтӗм Раççей Акатуйӗпе пӗрле иртесси куçкӗрет. Эппин, Тутарстанăн хальхинче ытти çулсенчинчен те нумайрах сумлă, йышлă хăнасене, регионсенчи чăвашсене кӗтме тивет. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России