Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Коронавирус: яла та çитет-ши?

Коронавирус районсене сарăлас хăрушлăх пысăк. Пӗрремӗш тӗслӗхсем те пур.  Çапла вара статистикăн талăкри кăтартăвӗ çапларах: Хусанпа Çырчаллинче – 3, Пӗтреçпе Çӳлту районӗсенче – 2, Азнакай районӗнче – 1-ер. Covid-19 вируспа чирленисенчен 4-шӗ ютран килнисем, 7-шӗ чирленӗ çынсемпе хутшăннă хусансем.

Тӗнчипе хăвăрт сарăлакан чир, шел те, чакасси курăнмасть. Раççейре апрелӗн 13-мӗшӗнче талăкра тепӗр 2 558 çын чирленине пӗлтерчӗç. Кун пекки пирӗн çӗршывра хальччен пулманччӗ-ха. Тутарстанра та чир чака вырăнне ӳссе кăна пырать. Апрелӗн 13-мӗшӗнче тепӗр 11 çын чирленӗ. Коронавирус районсене сарăлас хăрушлăх пысăк. Пӗрремӗш тӗслӗхсем те пур.  Çапла вара статистикăн талăкри кăтартăвӗ çапларах: Хусанпа Çырчаллинче – 3, Пӗтреçпе Çӳлту районӗсенче – 2, Азнакай районӗнче – 1-ер. Covid-19 вируспа чирленисенчен 4-шӗ ютран килнисем, 7-шӗ чирленӗ çынсемпе хутшăннă хусансем. Телее, вилнисем хальлӗхе çук!

 Коронавирус  ваттисемшӗн кăна хăрушă тени те тӗрӗс мар. Хальхинче те акă чир ернисенчен иккӗшӗ  – 18-30, пиллӗкӗшӗ 30-50 çулсенчисем, пӗри кăна 60-тан иртни. Куратпăр ӗнтӗ, çăмăлттайланмалли вăхăт мар халь. Тепӗр хут аса илтеретпӗр, пур-çукшăнах  урама ан тухăр, тухма тиврех пулсан маска тăхăнма, алла супăньпе, антисептикпа çумаллин ан манăр! (Татар-информ ИА сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус