Сувар

Коронавируспа ачасем чирлеме тытăнчӗç

Республикăра пӗр талăкра 20 ача коронавируспа чирленӗ. Çӗрле тепӗр 5 çыннăн халӗ йывăрланнă.

Коронавирус чирӗ сарăлас пикӗ Тутарстанра çитмен-ха. Апрелӗн 23-мӗшӗнче пӗр талăкра тата 57 çынра вирус тупнă. Унпа республикăра ытларх çамрăксем 30-50-çултисем чирлеççӗ, юлашки вăхăтра  18 çула çитмен ачасене те ерни палăрчӗ. Юлашки талăкри кăтартăвăн списокӗнче шăпах вӗсем малта. Пӗр талăкра республикăра 20 ача чирленӗ. Çӗрле тепӗр 5 çыннăн сывлăхӗ йывăрланă. Хальхи вăхăтра Республикăри клиника больницинче кун пеккисем 12-ӗн, 4-шне искуствăлла майпа сывлаттараççӗ (аппаратпа).

Апрелӗн 23-мӗшӗнчи статистика çапларах:

Усӗм çулӗ:
18 çула çитменнисем – 20
18-30 çултисем – 3
30-50 çултисем – 14
50-60 çултисем – 12
60 -70 çултисем – 5
70 -80 çултисем– 3
80 - 90 çултисем – 0

🌇 Хула-районсем:⠀
🔻Хусан  – 20⠀
🔻Çырчалли – 6⠀
🔻Элмет районӗ – 2⠀
🔻Арск районӗ – 2⠀
🔻Çӳлту районӗ – 2⠀
🔻Çӗпрел районӗ – 6⠀
🔻Ешӗлвар районӗ – 1⠀
🔻Кукмор районӗ – 1⠀
🔻Лайăш районӗ – 10⠀
🔻Анат районӗ – 4⠀
🔻Тукай районӗ – 1⠀
🔻 Республикăра пурăнакан Чăваш Ен çыннисем – 2 

Тăвансем, чир шӳт мар, килте ларăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: