Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ЛАЩ-ТАЯПА ЧĂВАШӖ ТӖНЧЕ ЧЕМПИОНӖ!

Чăваш Енри Елчӗк районне кӗрекен Лащ-Таяпа каччи Геннадий Димитриев ноябрӗн 1-6-мӗшӗсенче Италире ММА тата греплингпа иртнӗ ăмăртура тӗнче чемпионӗ ята çӗнсе илнӗ. Кунсăр пуçне лайт боксра – кӗмӗл, кикбоксингра бронза медальсене тивӗçнӗ.

Кӳршӗллӗ Чăваш Енрен савăнăçлă хыпар çитрӗ. «Олег Захаров ячӗллӗ çапăçу ăсталăхӗн шкулӗ» АНО представителӗ, Чăваш Енри Елчӗк районне кӗрекен Лащ-Таяпа каччи Геннадий Димитриев ноябрӗн 1-6-мӗшӗсенче Италире ММА тата греплингпа иртнӗ ăмăртура тӗнче чемпионӗ ята çӗнсе илнӗ. Кунсăр пуçне лайт боксра – кӗмӗл, кикбоксингра бронза медальсене тивӗçнӗ. Çапла майпа чăваш спортсменӗ çапăçу искусствисен тӗнче класлă спорт мастерӗ пулса тăнине пӗлтерчӗ пире унăн тренерӗ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, РФ спорт мастерӗ, çапăçу искусствин тӗнче класлă спорт мастерӗ, асăннă шкулăн президенчӗ Олег Ананьевич Захаров. Геннадий Димитриев пултаруллă спортсмен пулнине, спорт шкулӗсене питӗ нумай пулăшу панине пӗлтерчӗ. «Юлташа, хамăн вӗренекенӗме, спаринг партнера саламлатăп!» – тет вăл. Лащ-Таяпа каччине эпир те пысăк çӗнтерӳпе чӗререн саламлатпăр, спортра, ӗçре тата пурнăçра çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тума ăнăçу сунатпăр. (Сăнӳкерчӗк Олег Захаровпа Геннадий Димитриевăн).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт