Сувар

Мăнкуна кăçал чиркӳсенче кӗтсе илеймӗпӗр

Апрелӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ  лайăхланиччен Тутарстан территорийӗнчи храмсене, йăла-йӗркесем ирттерекен çветтуй вырăнсене кайма юрамасть.

Православи тӗнне ӗненекенсен кăçалхи Мăнкуна чиркӳре кӗтсе илме май пулмасть. Сăлтавӗ – коронавирус. Хăрушă чире сарăласран сыхланас тӗллевпе апрелӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ  лайăхланичченех Тутарстан территорийӗнчи храмсене, мечӗтсене, йăла-йӗркесем ирттерекен ытти çветтуй вырăнсене кайма юрамасть. Пачăшкăсемпе ытти Турă çыннисемсӗр пуçне. ТР Министрсен Кабинечӗн постановленине Алексей Песошин алă пуснă.  Хăрушă чир сарăласран сыхланмалли мера ку, халăх ăнланасса шанатпăр.  Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан православи тӗнне ӗненекеннисене Мăнкунра килте лармаллине чӗнче каларӗ.

(Автор сăнӳкерчӗкӗ). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: