Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Миссис Россия» кăçал чăвашла та калаçать

Чăваш хӗрарăмӗ ӗçчен, ăслă, яваплă, тăрăшуллă, веçех пултарнине пурте пӗлеççӗ, анчах хăй вăл юратупа хисепе тивӗçлине манать. Эпӗ хамăн сăнар урлă чăваш хӗрарăмӗ çак тивӗçсемпе пӗрлех çепӗç, юратакан анне, мăшăр пулнине кăтартасшăн...

Çуркунне Мускавра иртнӗ «Мисс Россия – 2018» илем конкурсӗнче Шупашкар хӗрӗ Юлия Полячихина çӗнтернипе хавхаланнă чăвашсем майăн 28 – июнӗн 3-мӗшӗсенче Краснодарта иртекен «Миссис Россия» илем конкурсӗн финалне тата чăтăмсăр кӗтеççӗ. Унта кăçал Чăваш Енрен 41 çулти Наталия Овсепян хутшăнать.

Ку йăхташăмăрпа конкурсченех мăнаçланмалăх пур. Пӗрремӗшӗнчен, ăна паллă модельер, Светлана Дружинина режиссерăн «Тайны дворцовых переворотов» фильмӗн костюмӗсен авторӗ Игорь Дадиани хатӗрлет, конкурсра Наталия «Вăрман кнеç хӗрӗ» сăнарӗпе тухать, иккӗмӗшӗнчен, Наталия финалта чăвашла калаçма (тата чăвашла сăпка юрри юрлама. – Авт.) планлать. Игорь Дадиани кун çинчен Идел Реалии сайта панă интервьюра пӗлтернӗ.

Наталия упăшкин хушамачӗпе кăна Овсепян, хăй чăвашах. Шупашкарта çуралса ӳснӗ, малтан медколледжра, каярах кунти Коопераци институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Качча кайнă, икӗ ача амăшӗ. Тăван чӗлхене лайăх пӗлет. Модельер сăмахӗсемпе, Наталия тата хăйне çирӗп шанакан хӗрарăм та.

«Илем конкурсне эпӗ пӗрремӗш хут хутшăнатăп. Сцена çине тухмалли тумсене, çав шутра чăваш тумне те, эрешсене йăлтах Игорь Дадиани хатӗрлет. Хушпу вара хамăн, ăна хăй вăхăтӗнче анне ăсталанă. Асăнса хăварам, ман анне Инга Алексеева, вăл «Volga Models Novocheboksarsk» модель агентствин ертӳçи. Шăпах анне сӗнчӗ те мана конкурса хутшăнма. Халӗ мана ун валли хатӗрлет. Çаплах Шупашкар хула администрацине те хатӗрленме пулăшнăшăн тав тăватăп», – пӗлтерет Наталия.

«Илем конкурсӗсем пурте пӗр пек, хутшăнакансем вӗсене мӗнле пӗлтерӗш кӗртни акă чи пахи», – тет Игорь Дадиани илем конкурсӗсем пирки. Чăвашсем «Миссис Российăра» хутшăнакансемпе конкурс йӗркелӳçисене чăваш хӗрарăмӗн илемӗпе мăнаçлăхне кăтартма тӗллев лартнă. Модельер шухăшӗпе, Чăваш Ен тӗлӗнмелле хăйне евӗрлӗ республика, çавăнпа йăх-несӗл тымарӗсене, тăван чӗлхене манма вӗсен ирӗк çук. Чăнах та, халăхăн пуян культурине мӗншӗн кăтартмалла мар-ха чăвашсен?

«Чăваш хӗрарăмӗ ӗçчен, ăслă, яваплă, тăрăшуллă, веçех пултарнине пурте пӗлеççӗ, анчах хăй вăл юратупа хисепе тивӗçлине манать. Эпӗ хамăн сăнар урлă чăваш хӗрарăмӗ çак тивӗçсемпе пӗрлех çепӗç, юратакан анне, мăшăр пулнине кăтартасшăн. Чăваш Ен питӗ хитре çӗршыв, историйӗ пуян. Республика, Шупашкар çинчен май пур таран нумайрах çынна пӗлтересшӗн эпӗ. Çавăнпа çак конкурсăн финалне хутшăнса Чăваш Ен умӗнче çав тери пысăк яваплăха туятăп»,– тет Наталия Овсепян.

Наталия Овсепяна конкурсра çӗнтерме эпир те ăнăçу сунатпăр. Çӗнсе илейӗ-и вăл тӗп коронăна, çук-и, ман шутпа, вăл пирӗншӗн халех çӗнтерӳçӗ, чăваш хӗрарăмӗн илемне, унăн мăнаçлăхне çакăн пек шайра кăтартас шухăшӗшӗнех ăна çӗре çити пуç таймалла. Сăнӳкерӗксем http://tvorite.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России