Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

СЕМЕН КОНОВАЛОВ ЧĂВАШ е ВЫРĂС?

«... Тури Услон районĕнчи Ямбулатово ялне çӗрле, çуран çитрӗм. Чăванш ялӗ Атăл тăрăхне 1904 çулта Чăваш Енри Вăрмар районӗнчен куçса килнӗ. Тӗттӗм, алăксене питӗрнӗ, чӳречерен шаккатăп, Куратăп – анне. «Анне, уç, – кăшкăратăп, – Акулина Федоровна, ку вӗт эпӗ, санăн Çеменӳ». «Кай! Ман ывăл вилнӗ, акă хучӗ те пур», – куççулӗпе чыхăнса калаçрӗ вăл. Аран-аран ӳкӗте кӗртрӗм. Кайран та сӗтел хушшинче ларнă чух анне, хăй куçне шанмасăр, питрен, çӳçрен ачашларӗ. Шăллăм, виçӗ йăмăкăм, пӗтӗм тăвансем мана пытарнă иккен, асăннă та..»

«... Хамăрăн çунса кӗленнӗ комбинезонсем çийӗн нимӗçсен мундирӗсене тăхăнса ятăмăр. Нимӗç танкӗсемпе эпӗ Саратоври бронетанк училищинче вӗреннӗ чухнех паллашнă. Трофея хăвăрт алла илсе çула тухрăмăр...» – çапла аса илет Семен Коновалов вăрçăра кăтартнă паттăрлăхӗн саманчӗсене.

Нумай пулмасть Раççей кинопрокатне К.Максимовăн «Несокрушимые» кинофильм тухрӗ. Ăна пирӗн паттăр ентешӗмӗрӗн, СССР Геройӗн Семен Коновалов паттăрлăхне халалласа ӳкернӗ. Вăл ертсе пыракан танк экипажĕ пӗччен нимӗçсен танк дивизине хирӗç тăрать. Каласан ӗненме йывăр, анчах ку чăннипех çапла пулнă. «Википедия» сайтӗнче те Семен Коновалов пирки çырни пур, кино тухиччен унта нацие кăтартакан сыпăкра «чăваш» тесе çырнăччӗ, анчах кино пысăк экран çине тухнă хыççăн такам «вырăс» тесе тӳрлетсе хунă. Мӗн тӗллевпе? Ăнланма çук. Кино проката тухнă хыççăн çынсем иккӗленме пуçларӗç. Чăнах, Семен Васильевич чăваш е вырăс? Коновалов чăнах та чăвашах пулнине ӗнентерес шутпа «Сувар» хаçат ӗçченӗсем эпир Семен Васильевич Коновалова лайăх пӗлекен, унпа тӗл пулнă çынсене шырарăмăр. Вӗсенчен пӗри ТР Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Николай Сорокин пулса кайрӗ. Совет Союзӗн Геройӗпе вăл ТАСС корреспонденчӗ пулса ӗçленӗ вăхăтра курса калаçнă. «Несокрушимый» кинори паттăрлăх çинчен танкист журналиста 1982 çулта каласа панă иккен. Н.Сорокинăн çав историлле тӗлпулăвӗпе «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче паллашăр. (С.Коноваловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России