Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

СЕРТИФИКАЧӖ ПУР – УКÇИ ĂÇТА?

«Раççей Чăваш пикинче» сцена çинче панă парне те чăн-чăн мар иккен. 2016 çулта «Раççей Чăваш пикин» çӗнтерӳçине Ксения Романовăна сцена çинче 30 пин тенклӗх сертификат тыттарчӗç, анчах укçи пике патне паянхи кун та çитмен. Ксения Романова акă ӗнтӗ икӗ çул Чăваш Конгресне çак ыйтупа шăнкăравлать, анчах кашнинче шантарнине кăна илтет.

 «Раççей чăваш пики» конкурса Шупашкарта ирттерме тытăннăранпа тӗлӗнтерекенни  çулран çул ытларах та ытларах.  Раççей регионӗсенчи пикесене ку конкурсра питӗ юратманни, унран ытла – кӗтменни палăрать. Ноябрӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ «Раççей чăваш пики» конкурса та акă,  «Чăваш пики – 2016»  титула хуçинчен, Тутарстанри Ксения Романоваран,  туртса илчӗç те Виктория Тихоновăна (вăл 2015 çулхи конкурсăн çӗнтерӳçи) пачӗç.  Шăпах ăна 2016 çулхи конкурсăн çӗнтерӳçи тесе пӗлтерсе жюрие лартрӗç. Йăнăшнă кăна пуль текен шухăш та пулчӗ малтан, анчах та йӗркелӳçӗсем ятарласах çапла тунинчен тунмарӗç: «Пӗлтӗр Романова жюриреччӗ-çке, кашни çул ăна лартсан тӗрӗс мар. 2015 çул хыççăн 2016 çула асăнмасăр 2017 çине сиксе кайни хитре маррипе çапла турăмăр», – терӗç пӗр вăтанмасăрах.

 Шупашкарсен намăссăрлăхӗ кунпа кăна вӗçленмест иккен-ха. Кун пек конкурсра çӗнтерӳçӗсене парнесем парасси йăлара. Ку вăл тӗнче практики. Чăвашсен парнисем «Татар кызы» конкурсăннипе танлаштарсан, кулăшла пек те, тутарсем çӗнтерӳçӗ-пикене çăмăл машина параççӗ-çке. Юрӗ, парнен хакӗ регион ăнăçлăхӗнчен килет тейӗпӗр.  Çапах та «Раççей Чăваш пикинче» сцена çинче панă парне те чăн-чăн мар иккен-ха.  2016 çулхи конкурс çӗнтерӳçине Ксения Романовăна, тӗслӗхрен, сцена çинче 30 пин тенклӗх сертификат парса чыслам пекки турӗç. Анчах укçи пике патне паянхи кун та çитмен.  Ксения Романова хăй каланă тăрăх,  вăл акă ӗнтӗ икӗ çул  Чăваш Конгресне çак ыйтупа шăнкăравлать, анчах та кашнинче шантарнипех çырлахаççӗ. Пӗлес килет, кăçалхи «Раççей Чăваш пикин» сертификачӗ те пушă-ши е тутарстансене кăна укçа парасшăн мар-и? ( К.Романова архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская красавица