Вера Кузьмина кăçал – 95 тултарать!

Халăх юратакан артистсем Вера Кузьминапа Нина Григорьева паянхи кун та сцена çинчех-ха, мӗнле телей пуль вăл юратнă ӗçе ӗмӗр парăнни! Театр вӗсен юбилейне паллă тума хатӗрленет.
К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче юбилейсем вӗçленмеççӗ-ха. Унăн сумлă артисчӗсен, чăваш сценин чи çутă çăлтăрӗсен – СССР халăх артистикипе Вера Кузьминапа РФ тата ЧР халăх артисткин Нина Григорьеван кăçал çавра çул. Вера Кузьминична ноябрӗн 16-мӗшӗнче – 95, Нина Ильинична декабрӗн 7-мӗшӗнче 80 çул тултараççӗ. Тӗп чăваш театрӗн сцени çинче вӗсем нумай-нумай роль калăпласа куракана савăнтарнă, савăнтараççӗ те. Халăх юратакан çак артистсем хăйсен çулӗсене пăхмасăр паянхи кун та сцена çинчех-ха. Мӗнле телей пуль вăл ӗмӗрӗпех юратнă ӗçе парăнни?!
Театр хăйӗн юбилейлă 100-мӗш сезонне çак кунсенче Константин Ивановăн «Вĕри юнлă çемçе чун» пьеси тăрăх И.С. Максимов-Кошкинский лартнă спектакльпе хупрӗ. Театр директорӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Юрий Владимиров пухăннисен умне тухсан асăннă театр çăлтăрӗсен юбилейне халăхпа пӗрле сцена çинче уявлассине пӗлтернине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Çапла пулмалла та,вӗсем çак сума чăннипех те тивӗç. Сывлăхпа, иксӗлми вăй-хал сире, Вера Кузьминичнăпа Нина Ильинична! (Сăнӳкерчӗк www.cap.ru сайтран).
-
19 февраля 2019 - 08:34В национальном чемпионате WorldSkills 2019 в Казани примут участие более 1,6 тыс. человек Главной соревновательной площадкой чемпионата станет МВЦ «Казань Экспо».300
-
18 февраля 2019 - 17:20П. ХУСАНКАЙ ПРЕМИЙӖ ӲСРӖ «Сунтал» литпӗрлешӳ 2018 çула пӗтӗмлетсе хальхинче Николай Андреева (Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел) чи хастар çыравçă тесе йышăнчӗ. Тутарстан çыравçисен П. Хусанкай ячӗллӗ литература премине шăпах çак çамрăк çыравçă тивӗçрӗ те.3800
-
18 февраля 2019 - 16:55ТР ЧНКА СУВАРÇĂСЕНЕ ПРЕМИПЕ ЧЫСЛАРӖ ТР ЧНК Председателӗ Дмитрий Самаренкин хаçат 25 çул тултарнă ятпа суварçăсене преми парса чысларӗ.6801
-
18 февраля 2019 - 16:22НАЦИ ТЕЛЕВИДЕНИЙӖН ЧĂВАШ ЕНПЕ КĂНА ЧИКӖЛЕНМЕЛЛЕ МАР «Урал сасси» хаçат редакторӗ Ю.Михайлов Чăваш наци телевиденийӗ Чăваш Енри чăвашсен кăна пулмалла маррине палăртса унăн корпункчӗсене чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче те йӗркелеме сӗнчӗ.6301
-
12 февраля 2019 - 12:32«СУВАР» ХАÇАТА 25 ÇУЛ!
-
«Сувар» хаçат ăçта тухать? Сувар – обществăпа политика хаçачӗ. Республика хыпарӗсене тата чăвашсен пурнăçне çутатать. Эрнере пӗрре (эрнекун) 12 страницăпа тухать. Интернет версийӗ те пур suvargazeta.ru
-
13 февраля 2019 - 12:59НАМ – 25! ЭТО ТОЛЬКО НАЧАЛОКАЗАНЬ отмечает 25-летие республиканской общественно-политической газеты чуваш Татарстана «Сувар». Ждем много гостей и знаменитый ансамбль «Сявал» из города Чебоксар. Приглашаем всех. Мероприятие состоится в Доме Дружбы народов (ул. Павлюхина 57). Регистрация с 9. 30 часов. Торжественная часть в 14.00.20200
-
7 февраля 2019 - 17:47ЭПИР СИРӖНПЕ – 25 ÇУЛ!Хаçатăн 25 çуллăхне халалланă юбилей уявӗ февралӗн 16-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче пулать. Ирхине 10.30 сехетре – Вулакансен конференцийӗ, 14.00 сехетре чыслав тата «Çавал» (Шупашкар) ансамблӗн концерчӗ.27600
-
5 февраля 2019 - 10:18КӖВӖ ФЕСТИВАЛЬНЕ ТУТАРСТАНСЕМ УÇРӖÇШупашкарти чăваш кӗввин фестивалӗ экспериментран пуçланчӗ. Хусанти çамрăк юрăç Вера Кожеманова театрăн симфони оркестрӗпе пӗрле «Çумăр çăвать» халăх юррине джаз стилӗпе юрларӗ...8700
-
26 ноября 2018 - 13:47ХАÇАТ УРЛĂ САЛАМ ВĂЛ – ПЫСĂК ПАРНЕ! Хаçатра кама та пулсан саламлас тесен салам текстне çырмалла та редакцин электронлă адресӗпе (suvar@mail.ru) е почта урлă ярса памалла. Хаксем: 600 паллă (саспаллисене, чарăну паллисене, пробела шута илсе) таран – 600 тенкӗ, 600-тен 1000 паллă таран – 1000 тенкӗ (çав шута 20% НДС та кӗрет). Салампа пӗрле сăнӳкерчӗк те пичетлеттернӗшӗн хушса тӳлемелле мар.
-
18 февраля 2019 - 16:55ТР ЧНКА СУВАРÇĂСЕНЕ ПРЕМИПЕ ЧЫСЛАРӖ ТР ЧНК Председателӗ Дмитрий Самаренкин хаçат 25 çул тултарнă ятпа суварçăсене преми парса чысларӗ.6801
-
18 февраля 2019 - 16:22НАЦИ ТЕЛЕВИДЕНИЙӖН ЧĂВАШ ЕНПЕ КĂНА ЧИКӖЛЕНМЕЛЛЕ МАР «Урал сасси» хаçат редакторӗ Ю.Михайлов Чăваш наци телевиденийӗ Чăваш Енри чăвашсен кăна пулмалла маррине палăртса унăн корпункчӗсене чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче те йӗркелеме сӗнчӗ.6301
-
18 февраля 2019 - 15:10ЧӖРӖК ӖМӖР ХАЛĂХПА ПӖРЛЕ Паллă ӗнтӗ кун пек менельникăн тӗп сăнарӗсем – суварçăсем хăйсем. Вӗсем вара сахалăн та мар, чӗрӗк ӗмӗрте хаçатра пурӗ 50 ытла çын ӗçленӗ. «Сувар» сотрудникӗ пулнисене пурне те уява чӗннӗччӗ.5500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Малышев Константин Анатольевич
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Учредитель СМИ: АО «ТАТМЕДИА»
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика