Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Юман» Шукшин кинофестивалӗнче

Июлӗн 23-28-мӗшӗсенче Алтайра иртнӗ XX Шукшин кинофестивалӗнче çамрăк чăваш кинорежиссерӗн Елена Рябцеван «Юман» кӗске метражлă фильмне те палăртмасăр хăварман...

Çак кунсенче чăвашсен савăнмалли тепӗр сăлтав пулчӗ. Июлӗн 23-28-мӗшӗсенче Алтайра иртнӗ XX Шукшин кинофестивалӗнче çамрăк чăваш кинорежиссерӗн Елена Рябцеван «Юман» кӗске метражлă фильмне те палăртмасăр хăварман. Ăна «За успешную реализацию проекта-победителя Всероссийского питчинга дебютантов» дипломпа чысланă. Сăмах май, çак фильма хусансем те лайăх пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен премьери шăпах кăçал Хусанта март уйăхӗнче иртнӗ «Время кино» форумра пулчӗ.

Аса илтеретпӗр, Елена Рябцева «Юман» фильма 2017 çулта киносценарисен Пӗтӗм Раççейри пирвайхи питчингӗнче пӗрремӗш вырăн йышăннăшăн тивӗçнӗ «Русская Фильм Группа» конокорпорацин 200 пин тенкӗ премийӗпе ӳкернӗ. Социаллă драмăна туллин уçмашкăн режиссера паллă çынсем: Игорь Дадиани, Атнер Хусанкай, Иосиф Дмитриев, Геннадий Иванов-Орков пулăшнă. Çаплах халăх поэчӗн Геннадий Айхин хӗрӗпе ывăлӗ те пысăк тӳпе хывнă. Тӗслӗхрен, фильмра Алексей Айхин кӗввисемпе усă курнă. Вероника Айхи вара тӗп рольсенчен пӗрне вылянă. Сăмах май, фильмра чăваш халăх артистки Нина Яковлева та тӗп роле вылять.

Сценари тăрăх, Даня студент Юманкасси ялне (фильма режиссерăн тăван районӗнче Чăваш Енри Муркашра ӳкернӗ) курс ӗçӗ валли халăх сăмахлăхне пуçтарма килет. Çапла паллашать вăл ывăлне çухатнă хыççăн 10 çул калаçман, çынсемпе хутшăнман Хветуç аппа ватăпа...

Фильма вырăсла ӳкернӗ пулин те, унти халăх юррисем чăвашлах. Çапла майпа  режиссер социаллă драма урлă чăваш ялӗн тарăн философине те кăтартса парать. Мӗнех калăн, маттур. Ӗç-пуç малалла та çаплах пырсан(çаплах пултăр та) эпир ентеш-режиссерăн ӗçӗсене малашне тӗнче шайӗнчи кинофестивальсенче те курăпăр-ха. Эппин, ăнăçу сана, Елена! (Сăнӳкерчӗксем  www.facebook.com тата tatar-inform.ru сайтсенчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России