Пӗтнӗк курăкӗпе апельсин хушнă виктори варенийӗ
Кастрюле 2 литр шыв ярса вӗреме кӗртмелле. Ун çине апельсинсене чылайăшпех ярса кăшт тытмалла. Унтан кăларса типӗтмелле те сивӗтмелле. Хуппине сӳмесӗрех çӳхен касса вакламалла.
Лайăх çуса тасатнă виктори çырлине сарлака савăта хумалла. Ун çине туранă апельсинпа сахăр песокӗ ярса сокӗ тухмашкăн 4-5 сехете лартмалла. Унтан пӗтнӗк курăкне вӗтетсе çак хутăш çине ямалла. Вăтам çулăм çине лартса вӗреме кӗртсен 5 минут пӗçермелле те сивӗтмелле. Çапла 3 хутчен, çăраличчен, тумалла.
Варени сивӗнсен таса банкăсем çине ярса капрон хупăпа хупмалла. Тӗттӗм вырăнта упрамалла.
Кирлӗ: 1,2 кг виктори, 1,3 кг сахăр песокӗ, 2 шт апельсин, 4 шт пӗтнӗк курăкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев