ТУРКМЕНСЕМ – ТУХЬЯЛЛĂ ХАЛĂХ
Туркменсен туй йăлисем чăвашсенне çывăх. Хӗр килӗшме тăванӗсем мăшăрлăн каяççӗ, качча арчапа тухаççӗ, ăна тултармалли пурлăха мӗн пӗчӗкрен тӗрлесе илемлетеççӗ. Хӗр пӗркенчӗкӗ те пур. Хӗр вăрлас йăла та чӗрӗ-ха вӗсен. Туй кунне вӗсем халӗ те питӗ илемлӗн калаççӗ, чисти чăвашсем пекех – сехетлӗ кун.