Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЕНТЕШ ЧАПӖ ӖМӖРЛӖХЕ

Ентешӗмӗрӗн тӗслӗхӗпе малашне те паттӑрсем çитӗнессе шанас килет

Çитӗнекен ӑрура патриотизм туйăмне вăйлатас, ачасене Тӑван çӗршыва хисеплеме тата юратма, граждан тивӗçне пурнӑçлама хатӗрлес тӗллевпе, оборонӑпа массӑллӑ тата çарпа патриотизм ӗçӗсен уйăхлӑхӗн шайӗнче кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче «Ӑшӑ çурт» социаллӑ приютра воспитани илекенсем хутшăннипе ентешӗмӗр, Социализмла Ӗç Геройӗ çуралнӑранпа 115 çул çитнине халалласа  «П.В.Дементьев – авиапром мухтавӗ» паттӑрлӑх урокӗ иртрӗ.
Урокра ачасем Петр Дементье­вӑн ачалăхӗпе, студент çу­лӗсемпе, тӑванӗсемпе çывӑх çын­нисем, тӑван çӗршывӗпе çы­хӑ­нӑвӗсем çинчен, авиаци предприятийӗ­сенче тата СССР Авиаци промышленноçӗн министерствине ертсе пынӑ тапхăрӗпе, сумлӑ наградисемпе паллашрӗç.
Занятире ачасем хутран самолетсем туса хатӗрлерӗç, инçете вӗçес тӗлӗшпе сӑнав ирттерчӗç. Çавăн пекех «Петр Дементьев: йывӑрлӑхсене па­рӑнтарни» документлӑ фильм пӑхрӗç.
Социаллă приют ачисене «Мухтавлӑ çын» тематикăлла куравпа паллашма та интереслӗ пулчӗ: унта сӑнӳкерчӗксемпе документсем, Петр Василье­вич çинчен хаçат-журналтан касса илнӗ статьясем пур.
Паян тӗрлӗ ӳсӗмрисемшӗн пӗтӗм майсем пур: вӗренме те, канма та, сывлӑха çирӗплетме те спорт залӗсем ӗçлесе тӑраççӗ. Шанас килет, тӑрӑшса вӗренсен, атте-аннене хисеп­лесен, аслисен сӑмахне итлесен  ентешӗн тӗслӗхӗпе малашне те паттӑрсем çитӗнӗç.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев