Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

НАЦИ ХАÇАТ-ЖУРНАЛӖСЕН ХУЙХИ ТЕ, САВĂНĂÇӖ ТЕ ПӖРЕШКЕЛ

Тутарстанра 9-мӗш хутчен наци чӗлхипе тухса тăракан массăлла хыпар хатӗрӗсен форумӗ иртрӗ. Пленарлă ларупа семинарсем кăçал Иннополисри IT-паркра пулчӗç.

НАЦИ ХАÇАТ-ЖУРНАЛӖСЕН ХУЙХИ ТЕ, САВĂНĂÇӖ ТЕ ПӖРЕШКЕЛ

Тутарстанра 9-мӗш хутчен наци чӗлхипе тухса тăракан массăлла хыпар хатӗрӗсен форумӗ иртрӗ. Пленарлă 

ларупа семинарсем кăçал Иннополисри IT-паркра пулчӗç. Виçӗ куна тăсăлнă форумра ытти регионсенчен 

килнӗ журналистсем, Тутарстанăн паллă вырăнӗсемпе, Хусанпа паллашрӗç. Вӗсен шутӗнче пирӗн ӗçтешсем 

– Ульяновск облаçӗнче тухса тăракан «Канаш» хаçат редакторӗпе Елена Мустаевăпа «Хыпар» Издательство çурчӗн генеральнăй директорӗ тата редакторӗ Татьяна Вашуркина пулчӗç.

Наци чӗлхипе  тухса тăракан кашни МХХăн пуç ыратăвӗ пӗр – епле  те  пулин  тиражсене  тытса 

пырасси,  халăхăмăрсене   тăван чӗлхепе     вулаттарасси.     Хăш пӗрин ӗç калкал пырать, теприн 

чăхăмлать. Çавăнпа  кирлӗ те  ку форум. Вăл  пӗрпӗрин  опычӗпе паллашма   май   парать,  халиччен пуçа ыраттарнă ыйтăва урăх енчен  пăхса  тухса  татса  пама пулăшать.    Ханты Мансийскран, 

Ингушетирен, Дагестанран, Чечняран килнӗ ӗçтешсен ӗçхӗлӗпе паллашма  интереслӗ  пулчӗ. Дагестанри  Журналистсен  союзӗн председателӗ, Раççей  журналисчӗсен союзӗн секретарӗ Али Камалов 

чӗлхе çухалса пыни пирки пит  хурланса  калаçрӗ.  «Мӗнле

татса  памалла  ку  ыйтăва?  Пӗлнӗ пулсан сире те калăттăмччӗ. Хальлӗхе  ку ыйтăва  ман  хурав 

çук. Тен, сирӗн  пур», – чӗререн тухрӗç   ун   сăмахӗсем.   «Ханты ясанг»    («Хантыйское    

слово») хаçат редакторӗ Людмила Тихонова  хаçата  икӗ  чӗлхепе – вырăсла   тата   хантылле   

кăларма пуçланăранпа тираж ӳсни пирки каларӗ. Ингушсем контента тӗрлӗлетни  вулакансен  

аудиторине çамрăклатни çинчен хавхаланса каласа пачӗç.

Ӗçтешсене  татах  та  итлес  килетчӗ, шел те, семинар (ăна «Интерфакс» АО генеральнăй директорӗн çумӗ, «Агентство деловых коммуникаций»  АО  генеральнăй директорӗ    Николай    Касьянов 

ирттерчӗ) икӗ сехет ытла тăсăлнипе  май  пулмарӗ.  Касьяновăн омниканальность,  ытти   çинчен 

философилле  монологне  редакторсен çавра сӗтелӗпе улăштарнă пулсан лайăхрах пулатчӗ.

Пленарлă   лару   пирки   апла калас       килмест.      Докладсем вăрăмрах пулин те кирли çинчен 

каларӗç.   Ларăва    Республикăн пичетпе   массăлла   коммуникацисен  агентствин  ертӳçи  Айдар 

Салимгараев   ертсе   пычӗ.   Тӗп спикерсен шутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн   Председателӗ   Фарид 

Мухаметшин    (массăлла    хыпар хатӗрӗсем     тăван     чӗлхесене, наци  культурисене  упраса  

хăва- рассинче   тӗп   вырăн   йышăнни пирки каласа делегатсене Тутар-

станри халăхсен хушшинчи хутшăнусен  лару-тăрăвӗпе  туллин паллаштарчӗ. Журналистсене нацисен 

хутшăнăвӗсене  тӗп  тимлӗхре  тытма,  ытларах  çырма сӗнчӗ),  РФ  Патшалăх Думин  на- 

циональноçсен  ӗçӗсемпе  комитетăн председателӗ Геннадий Семигин  (вăл  халăхсен  хушшинчи 

ӗçсем çинчен интереслӗ калаçрӗ, ун  пирки  çитес  номерте  çырса пӗлтеретпӗр. - Авт.), ТР культура 

министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, «Этноссен хушшинчи журна- листсен  гильдийӗ»  обществăлла 

организацин президенчӗ Марга- рита Лянге (журналистсен паян- хи ӗçӗ, МХХсен контенчӗпе питӗ те  

кирлӗ  сӗнӳсем  пачӗ)  пулчӗç. Унсăр  пуçне  «Мах  дуг»  («Наша эпоха»,    Çурçӗр     ОсетиАлани 

Республики)  журнал  редакторӗ Оксана  Хетагурова,  «Казанские Ведомости» хаçат редакторӗ Ве- нера  

Якупова, «Якташлар»  (Марий Эл) хаçат редакторӗ Фаниль Мусин сăмах илчӗç.

Пленарлă   ларура   медиарынокăн     паянхи     ларутăрăвӗн çивӗч      ыйтăвӗсене,      аталану 

перспективисене   пăхса   тухрӗç. Пӗтӗмпе   мероприятие   Раççей- ӗн  29  регионӗнчи  МХХ тӗп  редакторӗсем,       ведомствăсемпе предприятисен  прессслужбисен ертӳçисем   пуçтарăнчӗç.   Пăхса 

тухнă  ыйтусем  тăрăх  резолюци йышăнчӗç.

Ирина ТРИФОНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев