Паян 100 ҫул тултарнӑ Валентина Ярзуткина 1337-мӗш суйлав участокӗнче сасӑларӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Паян 100 ҫул тултарнӑ Валентина Ярзуткина 1337-мӗш суйлав участокӗнче сасӑларӗ

Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упи ялӗнче пурӑнакан Валентина Алексеевна Ярзуткина паян хӑйӗн сумлӑ юбилейне паллӑ тӑвать. Хисеплӗ ватӑ 100 ҫул тултарчӗ!

Валентина Ярзуткина. Дрожжановский райин РТ
100 çулта Валентина Ярзуткина суйлава хутшăнчӗ. 

Ҫулне пӑхмасӑр Валя аппа мӑнукӗсемпе пӗрле 1337-мӗш суйлав участокне хӑйех килсе сасӑларӗ. Суйлава хутшӑнасси кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ тесе шутлать хисеплӗ ватӑ. 
Валентина Алексеевнӑна «Сувар» хаҫат редакцийӗ, пӗтӗм вулакан ятӗнчен сумлӑ юбилей ячӗпе саламлатпӑр! Тата нумай-нумай ҫул сывлӑхпа пурӑнма сунатпӑр!

Юрий Адъютантов сӑнӳкерчӗкӗсем.


#Выборы2026

Нет комментариев