Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ӖНЕР «СПАРТАКЧӖ», ПАЯН IT-ПАРК

Республика кунӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов «Башир Рамеев ячӗллӗ IT-парк» çӳллӗ технологисен сферинчи технопарк уçнă çӗре хутшăнчӗ.

ӖНЕР «СПАРТАКЧӖ», ПАЯН IT-ПАРК

 Республика кунӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов «Башир Рамеев ячӗллӗ IT-парк» çӳллӗ технологисен сферинчи технопарк уçнă çӗре хутшăнчӗ. Çак мешехене РФ ÇКХ тата строительство министрӗ Ирек Файзуллин, патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăнăвăн министрӗ Айрат Хайруллин, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин тата Башир Рамеевăн пӗртăванӗн  ывăлӗ Бату Рамеев килчӗç. 

Хусан варринех, «Спартак» атă-пушмак фабрикин çурчӗ вырăнне, çӗкленӗ çӗнӗ IT-парка. Совет Союзӗнчи пӗрремӗш ЭВМсен авторӗн Башир Рамеевăн ятне панă ăна. 

Çӗнӗ паркăн тӗп тӗллевӗ – стартапсене аталанма пур услови туса парасси, пултаруллă çамрăксемпе инвестици фончӗсен представителӗсене пулăшасси. 

Тутарстанри цифровизаци çулӗнче çак IT-парка уçни чи пысăк пулăмсенчен пӗри пулса тăнине палăртрӗ республика ертӳçи. «Ултă уйăхра пушă çӗрте туса лартрăмăр çак объекта. Рамеев ячӗллӗ IT-парк IT -специалистсене хăй патне пуçтарасси пирки иккӗленместпӗр», – пысăк шанăçпа каларӗ Рустам Нургалиевич.

Паян Тутарстанра информаци технологийӗсен сферинче 2,7 пине яхăн компани ӗçлет (40 пин ытла çын). Апла пулин те ку кăтартусем çителӗксӗр тесе шутлать Президент. Çӗнӗ технопарк çак çитменлӗхе пӗтерессе шанни пирки те каларӗ Рустам Минниханов.

Çак проекта пурнăçланă чух ача-пăчапа çамрăксене аталантарасси, вӗсен профориентацийӗ çине пысăк тимлӗх уйăрнă. 

IT-парк инфраструктуринче киберспортпа туслисем валли киберарена пур. Ку çав тери вăхăтлă, 2024 çулта Хусанта «Малашлăхри Вăйăсем» иртекен турнира хатӗрленме май парать. 

Ача-пăчан IT-паркӗнче робототехникăпа, биотехпа, 3D-моделированипе, программăсем çырассипе тата прототипированипе вӗрентӳ пӳлӗмӗсем пур. 

Кӗске вăхăтра пысăк ӗçе пысăк пахалăхпа вӗçленӗшӗн строительсене ертӳçӗсем наградăсем пачӗç.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА 

хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев