ПУЛАСЛĂХӖ ПИТӖ ПЫСĂК
«Казань марина» курорт 2027 çулта ӗçлеме пуçлать
Юлашки çулсенче Раççейре яхта туризмӗ хăвăрт аталанать. Çӗршывра çырмасем, пысăк шывсем нумай пулнипе çыхăннă çакă, паллах. Анчах хальлӗхе яхта туризмӗн бизнесӗнче ӗçлекенсем йышлă теме çук-ха.
Кун çинчен пире иртнӗ эрнекун Владимир Любомиров бизнесмен каласа пачӗ. Лайăш районӗнче Кама çыранӗнче «Казань марина» канупа туризм комплексне тăвасси çинен «Суварта» çырнăччӗ эпир. Çулталăк каялла «Туризм.РФ» корпораци канашӗн директорӗсем çакăнта курорт уçассине ырланă хыççăн проектровщиксем хӗрсех ӗçе пуçăннă. ТР Раисӗ Рустам Минниханов «Казань марина» комплекса пурнăçа кӗртни çӗршывра шалти туризма аталанма пулăшать тесе шутлать. Республикăна тата ытларах туристсем килесси те куçкӗрет. Тутарстанра климат та, тараватлăх та туристсене илӗртекен фактор пулса тăни çинчен каланă вăл.
Октябрӗн 27-мӗшӗнче журналистсене пӗрремӗш инвесторпа паллаштарчӗç. «Санкт-Петербург Яхт-клубӗ» компани проекта 2 миллиард тенкӗ укçа хывма хатӗр. Причалсем тума çеç мар, хăна çурчӗсем çӗклеме, çырана шыв çиесрен хӳтӗлеме тата çуран утса уçăлса çӳремелли çулсем сарма та каять. Компанин генеральнăй директорӗ Владимир Александрович Любомиров Хусана, Лайăша ӗнчӗпе танлаштарать: «Пӗрремӗш хут эпӗ Лайăшра çулталăк çурă каялла пултăм. Питӗ килӗшрӗ мана тавралăх, ытти çӗрти бизнес-проектсемпе танлаштарсан «Казань марина» пуласлăхӗ питӗ пысăк», – хавхаланса калаçрӗ яхтсмен. Çӗршыври яхтсменсем кунта килсех тăрасси пирки иккӗленмест вăл. Тутарстанăн тӗп хули пурăна-киле Раççейри яхта туризмӗн тӗп хули пулать тени те ӳстерсе калани мар. Организаци 2024 çултах ӗçе пуçăнасшăн. «Пӗрремӗш туристсене 2-3 çултанах йышăнайӗ марина», – тесе çирӗплетеççӗ вӗсем. «Казань маринăн» ытти çакнашкал проектсен умӗнчи лайăх енӗ – унта яхтăсене пăхса тăракансем, юсакансем пулаççӗ. Ытти объектсенче кун пекки çук. Çывăх вăхăтрах тата инвесторсем килессе кӗтеççӗ проекта.
Проекта пайăн-пайăн лотсем çине уйăрса сӗнеççӗ инвесторсене. Пулас курорт йышăнакан лаптăк 9 лотран тăрать.
«Казань марина» проекта хывакан инвестицисен пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 24 миллиард тенкӗпе танлашать.
Кунта тӗрлӗ-тӗрлӗ пурăнмалли çуртсем тума палăртнă: шыв çинчи çуртсем, отельсем, спа-комплекс, коттеджсем пулӗç – пӗтӗмпе 1,3 пин номер. Кун çинчен пире ТР Туризм енӗпе патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов ăнлантарса пачӗ.
«Казань маринăна» укçа хывас-ши, тăхтам-ши» текенсене вăл васкама сӗнчӗ. Мӗншӗн тесен ку проектпа интересленекенсем хушăнсах пыраççӗ.
2027 çулта курорта туса пӗтерме йышăннă. «Казань марина» проект 2000 пин çынна ӗç вырăнӗ парӗ.
Çулталăкра 600 пин туриста йышăнӗ вăл. Çывăхрах интереслӗ вырăнсем, ЮНЕСКО палăкӗсем пулни – Аслă Пăлхар, Камское Устье, Алексеевски ялӗ тата ыттисем – шывпа çулçӳреве тухакансене çитсе курма меллӗ пулӗ. «Çынсем эрнипех пурăнма пултараççӗ курортра. Вăхăта интереслӗ, чуна киленмелле ирттерме условисем пулаççӗ», – тесе каласа пачӗ Сергей Евгеньевич.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев