Перепись ирттерекенсем кам пулса ӗçленине те ыйтаççӗ
Иртнӗ çыравсемпе танлаштарсан 2021 çулхи Раççейри халăх çыравӗнче улшăнусем пур. «Вӗрентӳ çинчен» РФ законне улшăнусем кӗнипе çак сферăпа çыхăннă ыйтусен блокне тӳрлетӳсем кӗртме тивнӗ. Унта «шкулчченхи вӗрентӳ» кӗнӗ, «вăтам профессилле пӗлӗве» икке пайланипе «квалификациллӗ рабочий, служащий», «вăтам звенори специалист» пулнă. Аслă пӗлӗве законпа килӗшӳллӗн «бакалавриат», «специалитет», «магистратура», «çӳллӗ квалификациллӗ кадрсем» çине пайланă.