Салам чӳк уйахĕ!
Чӳк уйăхĕ юнтармӑш, ултавçă, Ҫанталӑкран ыррине ан та кĕт. Хăш чухне тавралăх таса та уçă, Тепĕр чух кунӗпех тӗксӗм кӗтрет
Чӳк уйахĕ каллех алӑк умӗнче,
Шалкӑм çумăр шаккать кантăкран.
Пит хăвăрт тĕксĕмленет тĕнче
Çутă кун вăхăчĕ кĕске пулнăран.
Чӳк уйахне ӑнланма пит йывăр,
Кӗркунне те мар, вӑл хӗл те мар.
Çутçанталăк кунĕпех тăрать ăмăр,
Юлашки кĕр кунĕсем савӑк мар.
Чӳк уйăхĕ юнтармӑш, ултавçă,
Ҫанталӑкран ыррине ан та кĕт.
Хăш чухне тавралăх таса та уçă,
Тепĕр чух кунӗпех тӗксӗм кӗтрет.
Пётр Родионов
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев