Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрремӗш каналта Патăрьел чăвашӗсем юрланă

Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕрремĕш каналăн «Модный приговор» кăларăмĕнче чăваш тумĕллĕ хĕре кăтартнă тесе пӗлтерет «Хыпар» хаçат. Вăл – Патăрьел салинче пурăнакан 33 çулти Людмила Алешева. Видеопа 1tv.ru сайтра паллашма пулать.

Тахçан Людмила сцена çинче юрлама, пысăк хулара пурăнма ĕмĕтленнĕ. Анчах çемьеллĕ пулсан ялта пурăнма пуçланă.

Çак кăларăма ăна пиччĕшĕ илсе килнĕ. Вăл йăмăкĕ хăйне пăхманнипе, унчченхи пек илемлĕ тумланманнипе кăмăлсăр. Людмила хăйĕн пурнăçĕ çинче каланă, чăвашла юрă шăрантарнă.

«Эп Патăрьел хӗрачи,

Эп маттур чăваш пики.

Пăла шывӗ чӳхенет

Хăй патне пире чӗнет.

Тӗнче касса çӳрерӗм,

Анчах савнă Патăрьел

Хăв патнех эс чӗнетӗн,

Пачах сана манмарăм.»  

 

Унтан кăларăм ертӳçисемпе стилистсем ăна палламалла мар улшăнма пулăшнă. Вăл çăлтăр пекех пулса тăнă.

«Чăваш Республикикне таврăнсан эпӗ çӗнӗрен юрлама тытăнатăп!» – тесе шантарнă Людмила передачăна илсе пыракансене.

Хӗрӗн пиччӗшӗ Вениамин стилистсем пулăшнипе палламалла мар улшăннă йăмăкне чăвашла саламласа чечек çыххи тыттарнă:

«Юратнă йăмăкăм, яланах çакăн пекех чипер, хитре хӗрача пул. Пирӗн чăвашсем мӗн ӗлӗк-авалранах çавăн пек хитре пулнă».  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев