Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан чи хаклӑ хуласен шутӗнче

Раҫҫейри чи хаклӑ мегаполиссен шутӗнче Хусан та пур, вӑл виҫҫӗмӗш вырӑнта. Ҫапларах "Суперджоб" сервис ирттернӗ ыйтӑма хутшӑнакансем хуравланӑ

"Ҫӗршыври чи хаклӑ мегаполиссен списокӗнче малта Мускав, Ӗпхӳ, Хусан пыраҫҫӗ. Пуринчен те йӳнерех пурнӑҫ Челябинск хулинче", – тесе палӑртаҫҫӗ аналитиксем.
Ыйтӑма 10 пин ҫын хутшӑннӑ, вӗсем миллион ытла ҫын пурӑнакан 16 хулара пурӑнаҫҫӗ. Ун пӗтӗмлетӗвӗсемпе Хусанта пурӑнакан 10 ҫынран улттӑшӗ хулана пурӑнма хаклӑ тесе шутлать, ыйтса пӗлнисен 15 проценчӗ апла шутламасть.
Ҫав вӑхӑтра респондентсенчен 27 проценчӗ хуравлама йывӑрланса тӑнӑ. Чи хаклӑ хуласенче мӗн ҫав тери хаклӑ-ха? Ҫурт-йӗр, коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсем, медицина, кану, апат-ҫимӗҫ, обществăлла транспортпа ҫӳресси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев