News by date 3 July 2017
-
Июлӗн 8-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче футбол!
Чăваш Çӗпрел шкулӗнче нумай çул директор, истори, физкультура учителӗ пулса ӗçленӗ Тимофей Арсентьевич Кудрявцева асăнса вӗренекенӗсем июлӗн 8-мӗшӗнче Çӗпрел район центрӗнче (Кивӗ Çӗпрел ялӗ) аслисен футбол турнирне ирттереççӗ. Кăçалхи шучӗпе тăваттăмӗш. Кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççӗ. Командăсем заявкăна «ВКонтактери» vk.com/seprel.footbal адреспа июлӗн 7-мӗшӗччен ямалла.
-
Чирлисем нумай-тăк, тӗрӗслеççӗ
Росздравнадзор 2018 çултан поликлиникăпа больницăсене тата çирӗпрех тӗрӗслемелли майсем хатӗрлет. Кун çинчен паян Хусанта Росздравнадзорăн коллегийӗнче сӳтсе яврӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Унта Росздравнадзорăн çӗршыври 77 субъектăн уйрăмӗсен ертӳçисем хутшăннă. Çапла вара поликлиникăпа больницăсене малашне риск степенӗ тăрăх уйăраççӗ. Калăпăр, вӗсенче чирлисен шучӗ пысăк-тăк, риск степенӗ те пысăк пулать. Кун...
-
Камшăн çумăр ытлашши, камшăн шеп кăна
Кашни кун çумăр çăвать пулин те, кунсем ăшă. Ку вара чи малтан çӗр ӗçченӗсемшӗн лайăх. Эппин, акнă тырă, нумай çул ӳсекен курăк ăнса пулать. Кӗçех хуçалăхсем иккӗмӗш хут утă çулма тухаççӗ. Курăк ăшă çумăрпа хăвăрт ӳснипе срокӗ пӗлтӗрхинчен икӗ эрне мала куçнă. ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ М. Ахметов паян...
-
Аксура Уяв Сабантуйпа пӗрле
Аксу район Ӗçтăвкомӗнчен паян пӗлтернӗ тăрăх, районти Уяв маларах палăртнă пек июлӗн 9-мӗшӗнче Сергеевка поселокӗнче мар, çав кунах Аксура район Сабантуйӗпе пӗрле иртет.
-
Тутарстанри автобуссем çӗрле çӳремеççӗ
Июлӗн 2-мӗшӗнче ир енне Заинскра «Самара - Ижевск» пассажир автобусӗпе пулнă хăрушă инкек хыççăн республикăра та хăрушсăрлăх мерисене вăйлатрӗç. Тӗрӗссипе, Тутарстанра вăл тимлӗхрен тухман та. «Ку енӗпе хăрушсăрлăх мерисене республикăра тахçанах йышăннă, рейса тухакан кашни автобус çине ГЛОНАСС системине вырнаçтарнă. Диспетчер центрӗ автобус мӗнле çӳренине тӗрӗслесе тăрать. Тӗслӗхрен, водитель хăвăртлăха...
-
Кузайкино – Нурлат – Çарăмсан автоçул хупăнать
ТР Çул-йӗрпе транспорт министерстви Кузайкино - Нурлат - Çарăмсан автоçулăн икӗ участокне (авариллӗ 6 - 10 тата планпа юсав пăхăннă 10-11,5 километрсене) юсанипе апрелӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 1-мӗшӗччен автоçул машинăсем валли хупăннине хыпарланăччӗ. Çавăнпа вăл енне каякан водительсене регион пӗлтерӗшлӗ Кузайкино - Нурлат тата Азеево - Çарăмсан - Шунтал çулсемпе...
-
Эрнелӗх гороскоп 03.07 – 09.07
ТАКА 21.III - 20.IV Çӗнӗ шухăшсем питӗ нумай, вӗсене пурнăçлама вăй та пур пек. Эрне те куншăн ăнăçлă. Мӗн-тӗр çӗннине вӗренсен аван пулать. Ӗçленин кăтартăвӗсем чуна кантарӗç. Çак тапхăрта пурнăçăрăн нумай енӗ çӗнелсе улшăнӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Пурнăçăрта улшăнусем пулаççӗ. Çӗнӗлӗхсене хавхаланса кӗтсе илме тăрăшмалла, пӗр вырăнта тăни, вăл...