Чирлисем нумай-тăк, тӗрӗслеççӗ
Росздравнадзор 2018 çултан поликлиникăпа больницăсене тата çирӗпрех тӗрӗслемелли майсем хатӗрлет. Кун çинчен паян Хусанта Росздравнадзорăн коллегийӗнче сӳтсе яврӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Унта Росздравнадзорăн çӗршыври 77 субъектăн уйрăмӗсен ертӳçисем хутшăннă. Çапла вара поликлиникăпа больницăсене малашне риск степенӗ тăрăх уйăраççӗ. Калăпăр, вӗсенче чирлисен шучӗ пысăк-тăк, риск степенӗ те пысăк пулать. Кун...
Росздравнадзор 2018 çултан поликлиникăпа больницăсене тата çирӗпрех тӗрӗслемелли майсем хатӗрлет. Кун çинчен паян Хусанта Росздравнадзорăн коллегийӗнче сӳтсе яврӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Унта Росздравнадзорăн çӗршыври 77 субъектăн уйрăмӗсен ертӳçисем хутшăннă.
Çапла вара поликлиникăпа больницăсене малашне риск степенӗ тăрăх уйăраççӗ. Калăпăр, вӗсенче чирлисен шучӗ пысăк-тăк, риск степенӗ те пысăк пулать. Кун пеккисене кашни çул тӗрӗслесе тăраççӗ, енчен те чирлисем сахал-тăк, вӗсен ӗçӗ çине жалобăсем пулсан кăна тӗрӗслеççӗ. Çакăн пек мерăсен результачӗ вилеслӗх чакни, медицина пулăшăвӗ парас ӗç лайăхланни пулмалла-мӗн.
Росздравнадзорăн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçин çумӗ Любовь Шайхутдинова пӗлтернӗ тăрăх, хальлӗхе сăмах плана кӗртнӗ тӗрӗслев пирки кăна пырать. Ытти яланхи схемăпах пулать. Çынсенчен жалоба пур-тăк, сывлăха сиен кӳнӗ-тӗк, тӗрӗслевсем пулаççех.
Тутарстанра паянхи кун 3 пине яхăн медицина учрежденийӗ. Пӗлтӗр пурӗ 300 тӗрӗслев ирттерсе 56 процентӗнче йӗркене пăснине асăрханă, пурӗ 200 административлă протокол çырнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев