Тутарстанри автобуссем çӗрле çӳремеççӗ
Июлӗн 2-мӗшӗнче ир енне Заинскра «Самара - Ижевск» пассажир автобусӗпе пулнă хăрушă инкек хыççăн республикăра та хăрушсăрлăх мерисене вăйлатрӗç. Тӗрӗссипе, Тутарстанра вăл тимлӗхрен тухман та. «Ку енӗпе хăрушсăрлăх мерисене республикăра тахçанах йышăннă, рейса тухакан кашни автобус çине ГЛОНАСС системине вырнаçтарнă. Диспетчер центрӗ автобус мӗнле çӳренине тӗрӗслесе тăрать. Тӗслӗхрен, водитель хăвăртлăха...
Июлӗн 2-мӗшӗнче ир енне Заинскра «Самара - Ижевск» пассажир автобусӗпе пулнă хăрушă инкек хыççăн республикăра та хăрушсăрлăх мерисене вăйлатрӗç. Тӗрӗссипе, Тутарстанра вăл тимлӗхрен тухман та.
«Ку енӗпе хăрушсăрлăх мерисене республикăра тахçанах йышăннă, рейса тухакан кашни автобус çине ГЛОНАСС системине вырнаçтарнă. Диспетчер центрӗ автобус мӗнле çӳренине тӗрӗслесе тăрать. Тӗслӗхрен, водитель хăвăртлăха ӳстерсенех диспетчер шăнкăравласа асăрхаттарать. Хуласем хушшинчи рейса атобуссем икшер водительпе çӳреççӗ. Пурте рейса тухас умӗн инструктаж тата тӗрӗслев иртеççӗ», - тенӗ ТР Çул-йӗрпе транспорт министерствинчен «Татар-информ» агентствăна.
Çаплах ведомство пирӗн муниципаллă районсем хушшинче çӗрлехи рейссем çуккине те пӗлтерет. Автобуссем муниципаллă маршрутпа 23 сехетчен кăна çӳреççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев