Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Камшăн çумăр ытлашши, камшăн шеп кăна

Кашни кун çумăр çăвать пулин те, кунсем ăшă. Ку вара чи малтан çӗр ӗçченӗсемшӗн лайăх. Эппин, акнă тырă, нумай çул ӳсекен курăк ăнса пулать. Кӗçех хуçалăхсем иккӗмӗш хут утă çулма тухаççӗ. Курăк ăшă çумăрпа хăвăрт ӳснипе срокӗ пӗлтӗрхинчен икӗ эрне мала куçнă. ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ М. Ахметов паян...

Кашни кун çумăр çăвать пулин те, кунсем ăшă. Ку вара чи малтан çӗр ӗçченӗсемшӗн лайăх. Эппин, акнă тырă, нумай çул ӳсекен курăк ăнса пулать. Кӗçех хуçалăхсем иккӗмӗш хут утă çулма тухаççӗ. Курăк ăшă çумăрпа хăвăрт ӳснипе срокӗ пӗлтӗрхинчен икӗ эрне мала куçнă. ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ М. Ахметов паян журналистсемпе тӗл пулсан тухăç пӗлтӗрхинчен пысăкрах пулассине каларӗ. Тăпрари нӳрӗк çителӗклӗ, калчасем лайăх ӳсеççӗ. Тырри ӗлкӗрсе çитме хӗвелӗ кăна çителӗклӗ пултăр. Тӗслӗхрен, кукурузăпа хӗвел çаврăнăшӗ шăрăх çу кунӗсем тăрсан та октябрь уйăхне кăна ӗлкӗреççӗ. Çавăнпа министр июль, август, сентябрь ăшă тăрасса шанать.

Мӗн каласан та, тырçине августра ирттерсен лайăх. Анчах та министр метеорологсем август уйăхӗнче та çумăрлă çанталăк тăрассине пӗлтернине каларӗ. Çавна кура республика тырçине тӗплӗн хатӗрленет-мӗн. Запас пайсемпе çунтармалли-сӗрмелли материалсем çителӗклӗ, схема та хатӗр. Тырçи лайăх та йӗркеллӗ иртмелле. Çӗнӗ тухăçа йышăнма тырă типӗтекен, выракан мӗнпур комплекс тата транспорт хатӗр пулмалла.

Кунсăр пуçне Марат Ахметович республика мелиорацие аталантармалли программăпа та нумай ӗçленине каларӗ. Çулсерен кун çине 300-500 миллион тенкӗ тăкаклаççӗ-мӗн.

- Эпир ытларах пахча çимӗç, выльăх апачӗ тата çӗрулмие шăваратпăр. Сăмах май, çанталăк çумăрлă тăрсан та, июнь уйăхӗнчи тăпрари нӳрӗк ытти çулсен вăтам кăтартăвӗнчен пурӗ те 1,5 хут кăна пысăкрах. Тымар-çимӗç культурисене вара тырăсенчен 5-6 хут нумайрах нӳрӗк кирлӗ. Çавăнпа шăваракан агрегатсем кăçал та тымар-çимӗç культурисен хирӗсенче ӗçлемелле, - терӗ.

Тырра упрасси, тирпейлесси çинчен калас пулсан, министр сăмахӗсемпе кунта инвестици проекчӗсем килмелле иккен. Ку вăл Елабугăпа Лайăш районӗсенчи тырă тирпейлемелли заводсем. Хальхи вăхăтра икӗ объект та инфраструктура ыйтăвӗ татăласса кăна кӗтет.

Çаплах хуçалăхсене вăйлă техникăпа тивӗçтерессипе те пысăк ӗç пырать. Ку енӗпе льготăллă субсиди параççӗ. Урăхла каласан, техникăн çур хакне саплаштараççӗ. Чăн та, техника Раççейре кăларни е пуçтарни тата хăвачӗпе 300 лаша вăйӗнчен вăйлăраххи пулмалла. Ку сезон ыйтăвӗсене татса пама та, механизаторсене тивӗçлӗ ӗç укçи тӳлме те пулăшмалла.

Трактор туянма заявкăсем килеççӗ те-мӗн. Енчен те йăлтах лайăх пулсан çӗнӗ тракторсем кăçал сентябрьтех хире тухма пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев