News by date 4 June 2025
-
Пенсионерсен республикăри спартакиади
Июнӗн 3-мӗшӗнче Хусанти «КАИ-Олимп» культурăпа спорт комплексӗнче 15-мӗш хут пенсионерсен республикăри спартакиади иртрӗ. Ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă. Мероприятие республикăран тата Хусантан 44 команда хутшăнчӗ.
-
Республикӑри санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ
Тутарстанри эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайăхланни, гриппа чирлекенсен шучӗ чакнине, анчах сăвăс çыртнă çынсеy шучӗ ӳсни çинчен «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире журналистсене Тутарстанри Роспотребнадзорăн управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина каласа пачӗ.
-
Фарид Мухаметшин ял çыннисене патшалăхăн ял хуçалăх программисене активлăрах хутшăнма сӗнчӗ
Паян, июнӗн 4-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнче ял çыннисен ӗç активлăхне ӳстерессипе çыхăннă ыйтусемпе семинар-канашлу иртрӗ. Унта ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров, ТР Вырăнти хăйтытăмлăхсен органӗсен ассоциацийӗн канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин, Правительствăпа парламент представителӗсем, 8 район пуçлăхӗсем, харпăр хуçалăх ертӳçисем хутшăнчӗç. Кăçал ку семинар юлашки пулать. Маларах вăл Чистай, Мамадыш, Сарман районӗсенче иртнӗччӗ. Семинар-канашлăвăн тӗп тӗллевӗ – ялсене аталантарасси, ял хуçалăх отраслӗнче ӗçлеме илӗртесси тата хавхалантарасси, патшалăхăн пулăшу программисемпе паллаштарасси.
-
Çăмрăксен пурăнмалли çурт-йӗр мӗнле илме пулать?
Паян ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин Вконтактери ушкăнӗнче çамрăксем валли хута кайнă пурăнмалли çурт-йӗр илмелли программăсем çинчен тӳрӗ эфирта каласа параççӗ. ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин ӗçченӗсем, ТР Раисӗ çумӗнчи Госжилфонд тата ТР Студентсен лигин представителӗсем эфира 17:00 сехетре тухаççӗ.
-
Шыв-шурта пулнă инкексем
Çулталăк пуçланнăранпа республикăри шыв-шурсенче 19 çын вилме те ӗлкӗрнӗ. Пӗтӗмпе шывсем çинче кăçал 27 инкек пулнă, пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, нумайрах ку. Ун чух 13 çын вилнӗ пулнă, кун çинчен Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗ пӗлтерет. Инкексем тӗпрен илсен шыва ăнсăртран ӳкнипе пулаççӗ. Шăп çак сăлтавпа 10 çыннăн, çав шутра пӗр ачан, пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă та.