Республикӑри санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ
Тутарстанри эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ лайăхланни, гриппа чирлекенсен шучӗ чакнине, анчах сăвăс çыртнă çынсеy шучӗ ӳсни çинчен «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире журналистсене Тутарстанри Роспотребнадзорăн управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина каласа пачӗ.
Гриппа чирлекенсен сезонӗ вӗçленнине пула республикăри кăтартусем эпидемиологи чиккинчен 33 процент сахалтарах. Анчах халăх хушшинче чирлекенсем пур-ха. Иртнӗ эрнере грипп вирусӗпе 25 çын чирленӗ, чирлекенсен 16 проценчӗ.
Кăçал Тутарстанра 4 660 çынна сӑвӑс çыртнине те пӗлтерчӗ спикер. Пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан ку кăтарту 1,5 хут ытларах. Çуркунне ăшă пулнăран, сăвăссем иртерех вăраннипе çыхăнтараççӗ ӳсӗме. Асра тытмалла: сӑвӑссем ытларах çумăрлă çанталăкра, сывлăш температури 20-25 градус пулнă вăхăтра хастартарах, шăрăх тата уяр çанталăка юртмаççӗ.
Паянхи кун тӗлне республикăра çынсем çинчен илнӗ сăвăссенчен боррелиоз (Анат Кама районӗнче) тата энцефалит (Пушкăртстан Республикинче каннă чухне ларнă) чирне яракан инфекциллӗ пӗрер сăвăс тупса палăртнă.
Тутарстанри парксене, массӑллӑ кану тата уявсем иртекен вырӑнсене сăвăссенчен наркăмăшлаççӗ. Хальхи вӑхӑтра планласа хунă 2850 гектартан 2514-шне сапса тухнӑ.
ГЛПС-па (геморрагическая лихорадка с почечным синдромом) чирленӗ 70 тӗслӗхе регистрациленӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан 36 процент сахалтарах. Шăши лихорадкинчен прививкăсем çук, çапах та асăрхансан вăл хăрушах та мар. Пысăк температурăсемпе хӗвел çутинчен «хăрать» вăл.
Çуллахи пӳртсене пурăнма куçиччен мӗн пур пӳлӗмсене хлорлă шӗвекпе çуса тухмалла. Хӗлле пухăннă тусана резина перчетке, сăмсапа çăвара лайăх хуплакан маскăсем тăхăнса шăлмалла. Харпăр гигиена пирки те манса каймалла мар. Çурт-йӗре тирпейленӗ хыççăн аллăрсене супăньпе çуса тасатăр.
Июнӗн 1-мӗшӗнчен республикăра шыва кӗмелли тапхăр пуçланчӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тăрăх, паянхи куна Тутарстанри пӗр пляжра та шыва кӗме юрамасть.
«Кашни эрнере шыв-шурсене тӗпчетпӗр, анализсем илетпӗр. Тӗрӗслев иртнӗ пляжсем çинчен информацие эрнекун Роспотребнадзорăн официаллă сайтӗнче вырнаçтаратпăр. Паяна республикăри пӗр шыва кӗмелли вырӑн та санитарипе эпидемиологи заключенине илмен», – пӗлтерчӗ Любовь Авдонина.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев