Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пенсионерсен республикăри спартакиади

Июнӗн 3-мӗшӗнче Хусанти «КАИ-Олимп» культурăпа спорт комплексӗнче 15-мӗш хут пенсионерсен республикăри спартакиади иртрӗ. Ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă. Мероприятие республикăран тата Хусантан 44 команда хутшăнчӗ.

Ăмăртусем пуçланас умӗн йӗркелӳçӗсем спартакиадăна хутшăнакансене ăшшăн саламларӗç, пурне те ăнăçу сунчӗç. Спартакиадăна хутшăнакансем валли малтанах эстафета йӗркеленӗ. Программăра скандинави мелӗпе утни, футбол мечӗкне тытса пыни, теннис ракеткипе шарик тытса чупни, мини-футбол хапхине мечӗкпе лектерни, хоккей клюшкипе мечӗк тытни, çавăн пекех чупасси.

Çӗпрел районӗн чысне асăннă спартакиадăра районти тапхăрта лайăх кăтартусем кăтартнă вунă çынран тăракан команда хӳтӗленӗ. 1000 метр чупакансен хушшинче Николай Хрисановпа Ильсеяр Хайретдинова, сӗтел çинчи теннисра – Геннадий Карсаковпа Валентина Кузнецова, ишев енӗпе – Борис Юдинпа Фиразия Мухаметзянова, пуля пенипе – Ринат Ракиповпа Клара Чернова, дартс ывăтассипе – Ринат Ракиповпа Дилюза Азизова лайăх кăтартусемпе палăрчӗç. Пирӗн район команди пӗрремӗш теçеткене лекрӗ.

Республикăри спартакиадăна хутшăнакансем район администрацийӗн пуçлăхне Марат Гафарова, районти пенсионерсен союзӗн председательне  Дилюза Азизовăна тата район администрацийӗнчи çамрăксен ӗçӗсен, спорт тата туризм уйрăмӗн пуçлăхне  Руслан Вильданов мероприятие хутшăнма тата çитме май туса панăшăн чӗререн тав тăваççӗ,.

Спартакиадăна хутшăннă Геннадий Карсаков, Çӗнӗ Йӗлмел.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: спартакиада Дрожжановский район пенсионеры