News by date 5 March 2021
-
ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ларӑвӗнче ҫитес пухӑва сӳтсе яврӗҫ
Самантпа усӑ курса ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Иванов йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне хутшӑннӑ хӗрарӑмсене ҫывхаракан уявпа саламларӗ
-
Нина Александровна Бабайкинӑна юбилейпе саламлатпӑр!
Мартăн 3-мӗшӗнче пирӗн юратнă анне, асанне тата кукамай, Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан Нина Александровна БАБАЙКИНА 80 çул тултарчӗ
-
Ҫӗнӗ Йӗлмел чӑвашне Ульяновск облаçӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ
Нумай пулмасть Ульяновск хулинчи 31-мӗш номерлӗ шкулти таврапӗлӳ музейӗнче Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ С.И.Морозов регионта патриотла воспитанин федераллă программине пурнăçа кӗртме пулăшакансемпе тӗл пулнă
-
КАЙĂК-КӖШӖК ÇИНЧЕН УЙРĂМ КӖНЕКЕ ТУХРӖ
Кӗнеке – авторăн пурнăç тăршшӗпе пуçтарнă сăнавӗ, опычӗ
-
Атьӑр Беловкӑна, йӗлтӗрпе чупма!
Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче кăçал та «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» спорт ăмăртăвне ирттереççӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кăçал çанталăкӗ хӗллехи ăмăртусем валли чух кăна. Пӗлтӗр юр çуккипе ăна беловкăсен ятарласа турттарма тивнӗ. Çапах мероприятие çӳллӗ шайра йӗркелеме пултарчӗçех.
-
Лайӑш районӗнчи чӑвашсем теплицӑсене путулккаран тӑваҫҫӗ
Физика законӗсене шута илсе тунӑ проект ӑшӗнче паянхи кун +10 градус температура тӑрать, шала пӑрахнӑ юр ирӗлет.
-
Ҫуртсене пӑхса тӑракан компанисем таса мар шывпа тивӗҫтернӗ
Тутарстанри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленине Ҫырчаллинче пурӑнакан ҫынсенчен ҫичӗ ҫӑхав килнӗ