Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Атьӑр Беловкӑна, йӗлтӗрпе чупма!

 Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче кăçал та «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» спорт ăмăртăвне ирттереççӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кăçал çанталăкӗ хӗллехи ăмăртусем валли чух кăна. Пӗлтӗр юр çуккипе ăна беловкăсен ятарласа турттарма тивнӗ. Çапах мероприятие çӳллӗ шайра йӗркелеме пултарчӗçех.

 

Кăçалхи «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» мартăн 7-мӗшӗнче иртет, шучӗпе​ вăл 8-мӗш. Йӗлтӗрпе чупассине аксусемсӗр пуçне кӳршӗллӗ районсенчен те хутшăнаççӗ. Мероприятин тӗллевӗ – спорт ăмăртăвне халăхра сарасси, çынсене сывă пурнăç йӗркипе пурăнма илӗртесси. ​
Ăмăртусене вырăнти йӗркелӳ комитечӗ хатӗрлет. Кашни çул ку ӗçе Анатолий Бульбовпа Владимир Кожеманов Аксу муниципаллă районӗн çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмӗ тӗрев панипе пурнăçлаççӗ. Нумай тăкака вӗсем тахçанах хăйсем çине илнӗ. Ăмăрту ăçта иртессине, медицина пулăшăвӗпе, çӗнтерӳçӗсене наградăпа тивӗçтерессине, урăх çӗртен килекен спортсменсене çӗр каçма вырнаçтарассине те – йăлтах йӗркелӳ комитечӗ пурнăçлать.
Ăмăртусем çул ӳсӗмне кура 25 категорипе иртеççӗ: 7 çултан пуçласа 70-тен иртнисем таран. Унсăр пуçне «Атте, анне, эпӗ – спорт çемйи» эстафета пулать. Йӗркелӳ комитетӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, ăмăртусен программи ирхине 8 сехет те 30 минутра регистраципе пуçланать. Тата çакна та манмалла мар: ăмăрту положенийӗпе килӗшӳллӗн, кашни спортсменăн сывлăх йӗркеллине çирӗплетекен тухтăр панă справка пулмалла.​ Паллах ӗнтӗ маскăна та манса хăвармалла мар. Вӗсемсӗр хутшăнма пулмӗ.
Тата çакна палăртса хăвармалла, беловкăсем черетлӗ ăмăртăва тăван ялӗн 100 çулхи юбилейне халалланă.

Ирина ГОРДЕЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев