Ҫуртсене пӑхса тӑракан компанисем таса мар шывпа тивӗҫтернӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫуртсене пӑхса тӑракан компанисем таса мар шывпа тивӗҫтернӗ

Тутарстанри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленине Ҫырчаллинче пурӑнакан ҫынсенчен ҫичӗ ҫӑхав килнӗ

   Роспотребнадзорӑн Ҫырчаллинчи управленийӗ управляющи компанине крансенчи пӑтранчӑк шывшӑн штрафланӑ

Тутарстанри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленине Ҫырчаллинче пурӑнакан ҫынсенчен ҫичӗ ҫӑхав килнӗ. Ҫынсем кранри вӗри шывӑн температури пӗчӗк пулнине тата шыв пӑтранчӑк пулнине пӗлтернӗ. Ведомство специалисчӗсем обращенисемпе тӗрӗслевсем ирттернӗ. Улттӑшӗнче фактсем ҫирӗпленнӗ.

 «ДОМиКо», «Ремжилстрой», «Энтузиаст» управляющи компанисене административлӑ яваплӑх тыттарнӑ - 20-шер пин тата ытларах тенкӗ штраф парса.


Нет комментариев