Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ Йӗлмел чӑвашне Ульяновск облаçӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ

 Нумай пулмасть Ульяновск хулинчи 31-мӗш номерлӗ шкулти таврапӗлӳ музейӗнче Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ С.И.Морозов регионта патриотла воспитанин федераллă программине пурнăçа кӗртме пулăшакансемпе тӗл пулнă

Аслă Çӗнтерӗвӗн уявне халалласа Ульяновск облаçӗнче çулсеренех тӗрлӗ акцисемпе проектсене пурнăçа кӗртеççӗ. Тӗслӗхрен, «Астăвăм сачӗ», «Вăхăт иртсен те кивелмест», «Георгий хăйăвӗ», «Çурта çут»... Область центрне «Ӗç мухтавӗн хули» ята партарассишӗн те тăрăшаççӗ кунта. Кӗпӗрнаттăр шучӗпе, çамрăксенче патриот туйăмне вăйлатас тесен кашни муниципаллă йӗркеленӳрех Çӗнтерӳ музейӗсем пулмалла. Регион шайӗнче халӗ Ӗç мухтавӗн музейне йӗркелес ӗçсем пыраççӗ.

Тӗлпулура Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Сергей Иванович Морозов патриотла воспитани системине аталантарас ӗçе хастар хутшăнакан 9 чи хастар çынна регионти «Пӗчӗк Тăван çӗршывăн геройӗсем» ятлă Хисеп кӗнекине кӗртни çинчен ӗнентерекен свидетельство парса чысларӗ. Вӗсен шутӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ, чылай çул Ульяновск хулинче пурăнакан таврапӗлӳçӗ, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Николай Казаков та пулчӗ. Çак хисепе Николай Александрович таврапӗлӳри ырми-канми ӗçӗшӗн тивӗçнӗ. Вăл таврапӗлӳпе çыхăннă мероприятисене хутшăнмасăр нихăçан та юлман. Çак темăпа наукăлла статьясем, очерксем, калавсем çырса тӗрлӗ хаçат-журналсенче пичетлет. Темиçе кӗнеке авторӗ. Н.Казаков çавăн пекех ытти таврапӗлӳçӗсене те кӗнекесем кăларма пулăшать.
Ентешӗмӗре хисеплӗ ятпа саламлатпăр!
Хамăр корр.
Н.Казаковăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев