News by date 7 August 2024
-
Хусанта бортинженерсене хатӗрлеççӗ
Хусанти Туполев ячӗллӗ наци тӗпчевпе техника университечӗ (КНИТУ-КАИ) авиаци специалисчӗсене хатӗрлеме пуçлать. Çак тӗлӗшпе авиаци вӗрентӳ центрӗ туса хураççӗ. Вӗренӳ çитес вăхăтра пуçланмалла.
-
Тутарстанра СВО-на хутшăннă ӗçлекеншӗн финанс пулăшăвне илме май пур
Тутарстанра ятарлă çар операцине хутшăннă сотрудниксемлӗ компанисене финанс пулăшăвне парассипе ятарлă программа хатӗрленӗ. Çапла предпринимательсем ӗçри тӗрлӗ ыйтăва татса пама 300 пинрен пуçласа 5 миллион тенкӗ таран 3 çул та 3 уйăх вăхăта илме пултараççӗ.
-
Тутарстан Патшалăх Канашне депутата суйланакан кандидатсене массăлла хыпар хатӗрсем тӳлевсӗр тӳрӗ эфир вăхăчӗпе тата пичет вырăнӗпе тивӗçтерессипе жеребьевка пуçланчӗ
Патшалăхăн телевиденипе радио тата пичет кăларăмӗсем депутата суйланакансене тӳлевсӗр эфирпа тата пичет вырăнӗсемпе тивӗçтерессипе жеребьевкăна ӗнер — августăн 7-мӗшӗнче пуçларӗç те паян вӗçлеççӗ.