Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта бортинженерсене хатӗрлеççӗ

Хусанти Туполев ячӗллӗ наци тӗпчевпе техника университечӗ (КНИТУ-КАИ) авиаци специалисчӗсене хатӗрлеме пуçлать. Çак тӗлӗшпе авиаци вӗрентӳ центрӗ туса хураççӗ. Вӗренӳ çитес вăхăтра пуçланмалла.

Кунта гражданла авиаци, тӗпрен илсен Ту-214, Ту-204 тата МС-21 Раççей самолечӗсем валли техника специалисчӗсене хатӗрлес шутлă. РБК Татарстан сайт пӗлтернӗ тăрăх, Росавиаци инженерипе техника специалисчӗсене вӗрентмелли программине йышăнни вӗрентӗве çитес вăхăтрах пуçлама май парать. Кунта инженерипе техника персоналне хатӗрленисӗр пуçне самолетсене пăхса тăракан специалистсен ăсталăхне те ӳстерӗç.

Раççейре туса кăларакан самолетсен шучӗ 2030 çулччен сисӗнмеллех ӳсмелле. Экипажа хатӗрлемелли тренажерсем çителӗклӗ-ха, бортинженерсем вара çитмеççӗ. Вӗсене те хатӗрлемелле.

Ту-214 самолетсене пысăк заказ параканни Тутарстанри«ЮВТ Аэро».Вăл çӗнӗ самолетпа 2025 çултах вӗçес шутлă. Пӗтӗмпе 4 самолет туянасшăн. Çавăнпа специалистсене хамăр патрах хатӗрлесси уншăн çав тери пӗлтерӗшлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество