Патшалăхăн телевиденипе радио тата пичет кăларăмӗсем депутата суйланакансене тӳлевсӗр эфирпа тата пичет вырăнӗсемпе тивӗçтерессипе жеребьевкăна ӗнер — августăн 7-мӗшӗнче пуçларӗç те паян вӗçлеççӗ.
Патшалăхăн телевиденипе радио тата пичет кăларăмӗсем депутата суйланакансене тӳлевсӗр эфирпа тата пичет вырăнӗсемпе тивӗçтерессипе жеребьевкăна ӗнер — августăн 7-мӗшӗнче пуçларӗç те паян вӗçлеççӗ. Политика партийӗсенчен тăратнă кандидатсене те, пӗр мандатлă округсенче регистрациленнӗ кандидатсене те пӗр пекех вырăн уйăрса параççӗ. Жеребьевка кандидатсен агитаци вăхăчӗ хăçан эфира тухассине е пичетленессине йӗркелеме кирлӗ. Ӗнер жеребьевка 1-мӗшпе 25-мӗш округсенче регистрациленнӗ кандидатсен хушшинче иртрӗ, паян, августăн 7-мӗшӗнче 26 — 50-мӗшсен хушшинче.
— Законпа килӗшӳллӗн, кандидатсемпе политика партийӗсене суйлав кампанине хутшăнма пӗр пек майсемпе тивӗçтереççӗ тата тӳлевсӗр эфир вăхăчӗ парăнать. Ку чи кирлӗ принцип. Пирӗн, йӗркелӳçӗсен, суйлав процессне уçăлăхпа, легитимноçпа тивӗçтермелле, — терӗ ТР Тӗп суйлав комиссийӗн Председателӗ Андрей Кондратьев.
Çитес суйлавра тӳлевсӗр эфир вăхăтне регионри виçӗ патшалăх телерадиокăларăм организацийӗ тивӗçтерет: «Татарстан» патшалăх телерадиокомпанийӗн 2 телеканалӗпе 1 радиоканалӗ, «ТНВ» АО 1 телеканалпа 1 радиоканал, «ТАТМЕДИА» АО 2 телеканалпа 5 радиоканал уйăрнă.
Унсăр пуçне партисемпе кандидатсен пичет кăларăмӗсенче те тӳлевсӗр агитаци материалӗсене вырнаçтарма ирӗк пур. Ăна регионри патшалăхăн 84 хаçат-журналӗ пама хатӗр. Çав шутра «Республика Татарстан» тата «Ватаным Татарстан» хаçатсем. Редакцисем жеребьевкăна августăн 8-мӗшӗччен хăйсем тӗллӗн ирттереççӗ.
Патшалăх Канашӗн депутачӗсен 7-мӗш пухăвӗн суйлавӗн агитаци тапхăрӗ августăн 10-мӗшӗнче пуçланать те суйлавччен пӗр кун маларах сентябрӗн 7-мӗшӗнче 00 сехет те 00 минутра вӗçленет. Суйлав сентябрӗн 8-мӗшӗнче тытăнать, участоксем ирхине 7:00 сехетрен пуçласа каçхине 20:00 сехетчен ӗçлӗç.
Михаил Захаров тата izbirkom.tatarstan.ru сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев