Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра СВО-на хутшăннă ӗçлекеншӗн финанс пулăшăвне илме май пур

Тутарстанра ятарлă çар операцине хутшăннă сотрудниксемлӗ компанисене финанс пулăшăвне парассипе ятарлă программа хатӗрленӗ. Çапла предпринимательсем ӗçри тӗрлӗ ыйтăва татса пама 300 пинрен пуçласа 5 миллион тенкӗ таран 3 çул та 3 уйăх вăхăта илме пултараççӗ.

Тутарстанра ятарлă çар операцине хутшăннă сотрудниксемлӗ компанисене финанс пулăшăвне парассипе ятарлă программа хатӗрленӗ. 
Енчен те предпринимателӗн ӗçлекенӗ ятарлă çар операцине хутшăннă пулсан вӗсем льготăллă патшалăх финанс пулăшăвне илме пултараççӗ. Ăна «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательство» нацпроект хӳттинче йышăннă. «Поддержка СВО» ятпа палăртнă ăна. 

«Тутарстанра пӗчӗк тата вăтам бизнесра ӗçлекенсен СВОна кайнă çыннисем пур. Çав компанисем валли эпир ятарласа çулталăкне 1 процент ставкăллă финанс продуктне хатӗрлерӗмӗр. Ку предприятисемпе организацисене штатра тăракан ӗçлекенӗ кайнипе çыхăннă тăкаксемпе çухатăва чакарма май парать», — ăнлантарнă журналистсемпе тӗл пулсан ТР министр экономикин пӗрремӗш çумӗ Наталья Кондратова.

РФ Тӗп банкӗ ключевой ставкăна ӳстернӗ пулин те «Поддержка СВО» продуктăн ставки 1 процент шайра юлать. Унсăр пуçне тӳлевсене çур çула куçарма тата патшалăх поручительствипе 0,1 процент ставкăпа займ илме май пур. 

Çапла предпринимательсем ӗçри тӗрлӗ ыйтăва татса пама 300 пинрен пуçласа 5 миллион тенкӗ таран 3 çул та 3 уйăх вăхăта илме пултараççӗ.
Программа условийӗпе заявка панă вăхăта предпринимателӗн контрактпа СВОна кайнă пӗр е ытларах çынни пулмалла. Вӗсем ятарлă çар операцийӗн зонине хăçан кайни пӗлтерӗшлӗ мар. Урăхла каласан, льгота программине йышăниччен кайнă пулсан та предприниматель унта хутшăнма пултарать. 
Заявкăна «МСП. РФ» порталта онлайн майӗпе памалла. Унтах кирлӗ документсен пакечӗпе паллашма пулать. 

Аса илтеретпӗр, бизнес çаврăмӗпе харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсене Тутарстанра Экономика министерстви тата ун шутне кӗрекен ведомствăсем «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательство» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнăçласа пыраççӗ.
Хамăр инф.

Сăнӳкерчӗк photo.tatar-inform.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #служба по контракту