News by date 10 May 2026
-
Татьяна Максимован ветерансен хушшинче авторитечӗ пысăк
«Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн Тутарстанри филиалӗн Нурлат районӗнчи уйрăмӗн кураторӗн тивӗçӗсене Татьяна Максимова пурнăçлать. Ку ӗçе вӗсем иккӗн илсе пыраççӗ. Кураторсен попеченийӗнче СВО ветеранӗсен шучӗ сахал мар – 50 ытла. Вӗсем вара çитӗннӗ çынсем, кашнин хăйӗн характер, темперамент, кăмăл... Унран та пӗлтерӗшлӗреххи – вӗсем вăрçă вучӗ витӗр тухни.
-
Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче çӗнӗ чăваш çырулăхӗ йӗркеленнӗренпе 155 çул çитнине паллă турӗç
Ку уява «Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем те çитсе курчӗç, район пуçлăхӗ Егор Тарнавский, Культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Олег Кузнецов хутшăнчӗç. Фойеренех пуçланчӗ уяв: чăваш апачӗн куравӗ те, наци тумӗ-юмӗ те пур. Купăссене ретӗн-ретӗн лартса тухни тата? Вуншар купăс хушшинче пӗр пеккине тупаймăн. Кашнин ячӗ пур-тăр, историйӗ... Пӗлсе те пӗтереймӗн, çырса кăтартаймăн.
-
Владимир Ильин ертсе пынипе килӗштерсе ӗçлетпӗр
Владимир Анатольевич акă ӗнтӗ 13 çул Пӑва тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗçӗсене йӗркелесе ертсе пырать. Хуть мӗнле ӗçе те пӗр кӑлтӑксӑр, йӑла-йӗркене пӑхӑнса, тӑван халӑха юратса, пуринпе те килӗштерсе ӗçлесе пырать. Ачасен конкурсӗсене ирттернӗ чух укçи-тенкине хӗрхенмест вăл нихăçан та. «Эпӗ ачасемшӗн шеллеместӗп, вӗсем – пирӗн пуласлӑх», – тесе тутлӑ, илемлӗ, хаклӑ парнесемпе чыслать вăл вӗсене.