Владимир Ильин ертсе пынипе килӗштерсе ӗçлетпӗр
Владимир Анатольевич акă ӗнтӗ 13 çул Пӑва тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗçӗсене йӗркелесе ертсе пырать. Хуть мӗнле ӗçе те пӗр кӑлтӑксӑр, йӑла-йӗркене пӑхӑнса, тӑван халӑха юратса, пуринпе те килӗштерсе ӗçлесе пырать. Ачасен конкурсӗсене ирттернӗ чух укçи-тенкине хӗрхенмест вăл нихăçан та. «Эпӗ ачасемшӗн шеллеместӗп, вӗсем – пирӗн пуласлӑх», – тесе тутлӑ, илемлӗ, хаклӑ парнесемпе чыслать вăл вӗсене.
Нумай пулмасть, тӗрӗсрех каласан апрелӗн 23-мӗшӗнче, Пӑва районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Владимир Анатольевич Ильин тӑван-юлташӗсемпе, ӗçтешӗсемпе, ЧНКА пайташӗсемпе пӗрле хӑйӗн çуралнӑ кунне паллă турӗ.
Владимир Анатольевич акă ӗнтӗ 13 çул Пӑва тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗçӗсене йӗркелесе ертсе пырать. Хуть мӗнле ӗçе те пӗр кӑлтӑксӑр, йӑла-йӗркене пӑхӑнса, тӑван халӑха юратса, пуринпе те килӗштерсе ӗçлесе пырать. Ачасен конкурсӗсене ирттернӗ чух укçи-тенкине хӗрхенмест вăл нихăçан та. «Эпӗ ачасемшӗн шеллеместӗп, вӗсем – пирӗн пуласлӑх», – тесе тутлӑ, илемлӗ, хаклӑ парнесемпе чыслать вăл вӗсене.
Владимир Анатольевичӑн мӑшӑрӗ Валентина Аркадьевна та ЧНКА пайташӗ. Вӗсем яланах пӗрле килӗштерсе уявсем йӗркелеççӗ, кашни çулах тӑван Кипеккасси ялӗнче Учӳк ирттереççӗ, тӗрлӗ кӗтесрен хӑна- вӗрле пухаççӗ.
Владимир Анатольевич спортпа та питӗ туслă. Футболла, бадминтонла, волейболла, теннисла питӗ ăста вылять, хӗлле йӗлтӗрпе, çулла çуран, велосипедпа чупать. Тӗрлӗ ăмăртусене хутшăнса мала тухать. Эпӗ унран питӗ тӗлӗнетӗп – ăçтапн вăхăт, вăй-хал тупать? Хăйӗн ӗçӗсем те яваплă-çке-ха... 60 çула çитнӗ тесе калас та килмест, 30-тисенчен ирттерет...
2024 çулта Ильинсем хӑйсен вӑйӗпе Пӑва хулинчи сумлӑ вырӑнта хамăр ентешӗн, чӑваш халăхне çутта кӑлараканăн Иван Яковлевич Яковлевăн палӑкне лартрӗç.
Ильинсен ырӑ ӗçӗсем пирки çырса та пӗтереймӗн. Эпӗ Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗнче Владимир Анатольевичӑн пулӑшаканӗ пулса тӑнӑ май ун пирки пурне те пӗлетӗп. Пултаруллă ентешӗмӗре малашне те çапла хастар ӗçлеме çирӗп сывлӑх, телейлӗ те вӑрӑм ӗмӗр, юратнӑ мӑшӗрӗпе тата ывӑлӗпе савӑнса пурӑнма сунатăп.
Анна Никонорова.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев