Татьяна Максимован ветерансен хушшинче авторитечӗ пысăк
«Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн Тутарстанри филиалӗн Нурлат районӗнчи уйрăмӗн кураторӗн тивӗçӗсене Татьяна Максимова пурнăçлать. Ку ӗçе вӗсем иккӗн илсе пыраççӗ. Кураторсен попеченийӗнче СВО ветеранӗсен шучӗ сахал мар – 50 ытла. Вӗсем вара çитӗннӗ çынсем, кашнин хăйӗн характер, темперамент, кăмăл... Унран та пӗлтерӗшлӗреххи – вӗсем вăрçă вучӗ витӗр тухни.

«Защитники Отечества» Патшалăх фончӗ паян питӗ те кирлӗ ӗçсем туса пырать. Ятарлă çар операцине хутшăннисемпе ӗçлесе çапăçу ветеранӗсене социализациленме пулăшнисӗр пуçне патшалăх паракан пулăшу мерисемпе паллаштараççӗ тата ытти те. Организацин социаллă пӗлтерӗшӗ пысăк, вăл обществăри хутшăнусен çивӗчлӗхне сирме май парать. Çӗршывӗпех ӗçлеççӗ фондăн филиалӗсем.
Тутарстанри филиалăн Нурлат районӗнчи уйрăмӗн кураторӗн тивӗçӗсене Татьяна Максимова пурнăçлать. Ку ӗçе вӗсем иккӗн илсе пыраççӗ. Кураторсен попеченийӗнче СВО ветеранӗсен шучӗ сахал мар – 50 ытла. Вӗсем вара çитӗннӗ çынсем, кашнин хăйӗн характер, темперамент, кăмăл... Унран та пӗлтерӗшлӗреххи – вӗсем вăрçă вучӗ витӗр тухни. Вăрçă вăл çыннине кура кашнине хăйле витӗм кӳрет, кашни ăна хăйле йышăнса пӗтӗмлетӳ тăвать. Пытармалли çук, хăш-пӗрин психика та тусма пултарать. Кураторăн вара вӗсемпе пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле, мирлӗ пурнăçа çӗнӗрен хăнăхтармалла, социализациленме пулăшмалла. Пурте ку енӗпе ӗçлеймеççӗ. Чи кирли – ветерансемпе сăмах килтерме тата ăнланма пӗлни. Нумайăшӗ сусăрланса, аманса таврăнать. Вӗсемпе пушшех çăмăл мар.
Сăмах май, Татьяна Максимована хăйне те çăмăл мар паян. Вăл салтак арăмӗ. Упăшки юлташӗсемпе ентешӗсем çапăçу хирӗнче пулнă чух килте лăпкăн ларма пултарайман урăх, хăй ирӗкӗпе ятарлă çар операцине тухса кайнă. Татьяна «СВО арăмӗсем» номинаципе «Халăх йăлисен управçи «Илемпи» республика конкурсне те хутшăнчӗ. Вăл унта финала тухса çӗнтерӳçӗ пулма тивӗçрӗ.
Татьяна Аркадьевна çинчен эп СВО ветеранӗсенчен пӗлтӗм. Нурлата ӗçпе кайсан вӗсем хăйсен кураторӗ çинчен каласа пачӗç. Вырăна хурса пысăк хисеппе асăнчӗç ун пирки. Авторитечӗ пысăк пулни тӳрех палăрчӗ. «Эпир ăна пӗр сăмахранах итлетпӗр, маттур вăл пирӗн», – терӗç ветерансем харăссăн.
Унтан Татьяна Максимовапа хăйӗнпе паллашрăм. Уçă кăмăллă, черчен хӗрарăм. Мӗнле итлеттереет-ши çепӗç хӗрарăм пăрăх шăршланă арçынсене текен шухăш та явăнчӗ пуçра тӗлпулăвăн пӗрремӗш çеккунчӗсенче. Анчах калаçнă май шухăшсем улшăнчӗç. Унра шăнăр та, характер та пур. Черченлӗх вара – хăйне май çепӗç вăй.
– Çак должноçа йышăнма малтанласа çăмăл пулмарӗ, пытармастăп хăратрӗ те. Пултараймастăп пек туйăнчӗ. Ветерансене пулăшасси пӗлтерӗшлӗ мисси. Вӗсемпе пӗр чӗлхе тупаймап тесе хăранăччӗ. Анчах панă явапа тӳрре кăлармаллах. Тӗрӗссипе сисмесӗрех ку ӗçе кӗрсе кайрăм. Пит аван атьсем вӗсем. Аванах ӗçлесе кайрăмăр вӗсемпе, – терӗ вăл ӗçӗпе паллаштарса.
Татьяна Аркадьевна шучӗпе, ку ӗçре чи кирли – пӗр-пӗрне шанни, илтме пӗлни.
– Кунта вӗсен проблемине ăнланни кирлӗ. Енчен те вӗсене мӗн кирлине тӗрӗс ăнлансан, вӗсем эпир пулăшма хатӗррине курсан, шансан ӗçлеме пулать, – тет Татьяна Аркадьевна. – Анчах тӗрли пулать. Пӗрре ак пӗри килчӗ те ларатăр кунта эсир хăтлăхра, йӗм çӗтсе тет. Эпир вара унта çапăçатпăр тет. Паллах, кун пек чух хăвна çирӗп тытмалла. Анчах манăн та атьсем хушшинче авторитет пур, характер кăтартма тиврӗ. Урăх кун пекки пулман. Атьсем эп вӗсене вырăна хурса калаçнине, пулăшма хатӗррине кураççӗ.
Ак ман Сергей Крайнов пирки каласа парас килет. СВО ветеранӗ ниме пăхмасăр спортпа туслă, ӗçлет, çемйине тăрантарать. Пуç усаканни мар вăл. Вăл ампутант, иккӗмӗш ушкăн инваличӗ. Ытти ветерансене те спортпа аппаланма илӗртет, ырă тӗслӗх кăтартать. Ман шутпа спортпа туслашнă ветерансен шучӗ пирӗн ӳссе кăна пырӗ. Спорт вăл пурнăçа таврăнма тата хăван шанма пулăшакан вăйлă терапи пулса тăрать. Бассейна çӳрекенсем, теннис вылякансем, волейболпа интересленекенсем йышлансах пыраççӗ.
Татьяна Аркадьевна каланă тăрăх, атьсем унтан улшăнса таврăнаççӗ. Хăш-пӗри лăпкă пурнăçа хăвăрт хăнăхать пулсан, теприсемпе ытларах ӗçлеме тӳр килет. Хăшӗнпе çапăçу юлташӗ пек пулмалла, тепринпе анне пек. Татьяна Максимова фондра ӗçлеме пӳрнишӗн савăнать. Ку уншăн çӗнӗ опыт кăна мар, самай хаклăрах. Çӗршывшăн йывăр вăхăтра кирлӗ вăхăтра кирлӗ çӗрте пулни чуншăн кирлӗ.
– СВО хутшăннисемпе, çапăçу ветеранӗсемпе талăкне 24 сехет эпӗ. Кăнтăрла атьсемпе ӗçлетӗп, киле килсен вара эпӗ салтак арăмӗ пулса тăратăп. Хама йывăр пулсан та кăтартма тăрăшмастăп, мăшăрăмпа телефонпа çыхăнса калаçса ăна лăплантарас тетӗп. Пӗтӗм ӗмӗтӗм те вăрçă часрах пӗттӗр те пирӗн салтаксем юратнă çынсем, мăшăрсем, атте-пиччесем килӗсене таврăнччăр, – терӗ Татьяна Аркадьевна сăмахне вӗçлесе.
Автор тата В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев